Телейĕм ăçта-ши?

27 Çĕртме, 2015

Паян та аслăк тăрринче вăранса кайрăм. Куç шыçăннă, пуçăм чукмарпа çапнă пекех ыратать. Чим, мĕн пулнăччĕ-ха манпа? Мĕншĕн кунта выртатăп-ха? Ачамсем ăçта-ши тата? Ăс-тăн та юлашки вăхăтра арпашăнма тытăнчĕ мар-и? Ара, çĕркаç каллех çĕçĕпе хăратсах килтен хăваласа кăларса ячĕ-çке. Эх, кун пекки ман пурнăçăмра мĕн чухлĕ пулман-ши? Кÿрше-арша калаçтарса яла кĕрлеттерес мар тесе хĕл кунĕсенче ĕне çумĕнче те пайтах хĕл каçнă.

Ир енне упăшка пăртак урăлнăччĕ. Яланхи пекех мухмăр касать-мĕн, каллех çĕр грамм кирлĕ. Кирек ăçтан, анчах та тупса памалла. Пĕлетĕп, сĕтел çинче эрех лармасан татах харкашать, çÿлĕк çинчи мĕнпур духине ĕçсе ярать, савăт-сапана çапса çĕмĕрет. Пурнăç мар, чĕр тамăк. Пилĕк çул хушшинче карчăк сăнех çапса лартрĕ мана. Вăрçăну-харкашу, хуйхă-суйхă лайăххи патне илсе çитермест çав. Хам та пĕлместĕп, çакнашкал арçынпа мĕн туса пурăнатăп-ши? Анне патне тухса кайăттăм, юнашарах пурăнакан пиччепе инке куç айĕн пăхассăн туйăнать. Кил-çурта, 15 çул хушши пуçтарнă пурлăха та пăрахса хăварма шел. Çынран катăк мар, хитре пурăнас тесе ыйхă мĕнне пĕлмесĕр мĕн чухлĕ тăрăшман-ши эпĕ кунта? Картишĕнчи ĕни-сурăхне те пĕчченех пăхатăп, сыснине те хамах çăвăрлаттаратăп. Пахчара мĕн тĕрлĕ кăна чечек çитĕнмест-ши тата? Улмуççисемпе грушăсене, иçĕм çырлипе чиесене йăлтах хам лартнă. Пирĕн тĕлĕнмелле илемлĕ сад пахчине çынсем ятарласа курма килеççĕ. Йăран хушшинче нихăçан пĕр çумкурăк тупаймăн. Мĕнпе япăх-ши эпĕ, ыттисенчен мĕнрен кая? Хăçан, кам умĕнче çылăха кĕме ĕлкĕртĕм-ши? Вунă çул ытла ĕнтĕ шăла çыртса чăтатăп. Ял халăхне мĕншĕн савăнтарас, килти çÿп-çапа урама кăларма юратмастăп эпĕ. Халĕччен никама нимĕн каласа кăтартман. Анчах вĕренĕн те вĕçĕ пур, манăн та чăтăмлăхăм пĕтсе çитрĕ. Хамран култарса çитет пулĕ. Ĕçкĕçпе кĕрешсе йăлăхрăм. Унпа çапăçса ачамсене те çителĕклĕ пăхаймастăп. Каçхине пĕрле ларса урок тума та памасть арçын. Çĕр варринче тăратса çÿçрен сĕтĕрнине, тапа-тапа хĕненине пĕчĕкскерĕмсем пĕрре мар курнă. Тутлă çывăракансем шари! çухăрса вăранни те урса кайнăскере чараймасть. Тепĕр кунне ним пулман пекех каçару ыйтать. Унпа пĕрле вырăн ăшăтмалла-çке манăн. Ниçта ĕçлеменскер каç енне каллех çав мыскарана кăтартать. Ÿсĕре лайăх кăмăлпа кĕтсе илмелле, хирĕç пĕр сăмах та чĕнмелле мар. Сĕтел çинче вĕри апат пăсланмасан каллех урама кăларса ярать.

Эпĕ те çĕр çинче пĕр хутчен кăна пурăнатăп. Çак кĕске ĕмĕре ир те каç куççуль тăкса ирттерес килмест. Хулана тухса кайма тĕв турăм. Общежитире пÿлĕм тара тытса пурăнма та пулĕ малтанлăха. Ĕçĕ пирки пачах та иккĕленместĕп, пĕрре мар, виççĕ те тупăп. Эпĕ вăйлă хĕрарăм, ачамсене пĕччен те çитĕнтерĕп. Каçсерен лăпкăн выртса çывăрнине нимĕн те çитмест. Вĕсем те ÿсĕр ашшĕнчен паян мунчара, ыран витере пытанса ывăнса çитнĕ ĕнтĕ. Айван эпĕ, выльăх-чĕрлĕхе, сад-пахчана шеллесе çак таран чăтрăм. Пурнăçри йăнăш утăмсене çулсем иртнĕ май кăна ăнланма тытăнатпăр çав.

Юратман çынна качча тухмалла мар тесе ахальтен каламаççĕ пуль. Килĕшместчĕ мана Миша. Хĕр чухне ăна нихăçан та çунса тухасла кĕтмен эпĕ. Ĕмĕтре пачах урăх каччăччĕ. Чунтан саваканскерне урăххи туртса илчĕ. Çие хăварчĕ те тепĕр уйăхранах туй кĕрлеттерчĕ. Вăл та телейлĕ пулаймарĕ, çулталăкранах çемйи арканчĕ. Эпĕ вара ватта юласран хăрасах Мишăпа пĕрлешрĕм. 26 çултаччĕ ун чухне. Кайран качча тухаймăп терĕм-ши? Мишăпа пĕрле пурăнма тытăнсан пĕр-пĕрне хăнăхса çитĕпĕр-ха терĕм. Çук, хам юратманнине эпĕ нихăçан та кăтартман ăна. Хăйĕнчен хăй сивĕтрĕ. Туй хыççăн тепĕр уйăхранах уявсенчен ура çинче тăрайми кÿпĕнсе килме тытăнчĕ. "Авлансан, тен, улшăнĕ терĕмĕр. Пĕрре шăмă кăшлама вĕреннĕ йытта чарма çук, ку та çавнашкалах. Каçар ĕнтĕ пире, малтан та пит ĕçетчĕ, шарламарăмăр çеç. Хăй те ÿсĕрле сан куçу умне курăнман", - терĕç ашшĕпе амăшĕ çур çул иртнĕ хыççăн.

Пуçа усмастăп. Куççуль тăкас килмест урăх. Паян мар пулсан, тен, ыран телейĕм тупăнĕ. Ĕçкĕçрен хăтăлни лайăхрах.

СВЕТЛАНА.

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.