Чунри

21 Юпа, 2014

Ăçта-ши эсĕ, кампа-ши эсĕ?

Сывă-и? Чунăмри вăрттăнлăх пирки хĕр тусăмсене пĕлтерес килменрен алла хутпа ручка тытрăм. Чĕреме "вут хыпнăранпа" пĕр уйăх та иртрĕ ĕнтĕ. Унтанпа çывăраймастăп та, йĕркеллĕ те ĕçлейместĕп. Хушăран ĕçтешĕмсемпе юлташсем мĕн каланине те илтместĕп. Темĕнле, хамăн тĕнчере пурăнатăп темелле-ши?

9 Авăн, 2014

Пĕччен йывăçа çил те шеллемест

Чÿречерен пăхса мĕншĕн йĕрет кинемей?

Пурнăç йĕрки çапла: хуйха-савăнăçа кампа та пулин пайламалла, чуна тăвăрлатакан, ăша çунтаракан, пуçа ыраттаракан шухăша уçса парса ăнланупа çăмăллăх шырамалла, йывăрлăхра пулăшу ыйтмалла. Апла тăк пире ăнланакан çывăх çын кирлĕ. Кам-ши çав çын? Паллах, тăван.

16 Утă, 2014

"Чул касас пек ĕç тăрать..."

Юлашки икĕ уйăх чăвашлăхпа çыхăннă мероприятисемпе пуян пулчĕ. Шупашкарта та, ун тулашĕнче те, ытти регионта та иртрĕç вĕсем. Сăмахăм, тĕпрен илсен, Пĕтĕм чăвашсен иккĕмĕш Акатуйĕ, Тутарстанри йăхташсен Уявĕ тата Чăваш наци конгресĕн Мăн Канашĕпе Аслă Пухăвĕ пирки. Тĕрлĕ хутлăхра тĕпленсе пурăнакан чăвашсене хускатса илчĕç вĕсем.

8 Утă, 2014

Хыпаланма кирлех-ши?

Вăхăт чупнине хÿме тытса чараймăн, малаллах ыткăнать вăл. Тин çеç кăçал ытти çултинчен раснарах - хĕвеллĕрех те ăшăрах - килнĕ çу уйăхĕ пуçланнăччĕ. Халĕ ав çумăрлăрах та сивĕрех çĕртме те хыçа юлчĕ. Этем те хăйĕн ĕмĕрĕнче ялан васкать. Хыпкаланать, вĕткеленет, пĕтĕрĕнет, çаврăнать.

Pages