Чунри

7 Çу, 2016

Арăм ан систĕрччĕ...

Манăн хаçат урлă чуна уçас килет. Чăн юратăвăм пурнăç тăршшĕпех асран тухмасть. Тĕнчере асамлă çав туйăм пуррине çирĕплетсех калатăп.

Ун чухне техникумра вĕренеттĕм. Пире практика вăхăтĕнче пĕр колхоз общежитине вырнаçтарчĕç. Пĕр пÿлĕмре 5-6-ăн выртса тăраттăмăр. Машина-тракторпа хире тухса кайни çаплипех куç умĕнче. Шанса панă вĕт пире техника! Çук, нихăшне те йĕркерен кăларман.

30 Ака, 2016

Суран тÿрленĕ-ши?

Упăшкапа пĕр çăвартан пурăннăран пире ялта ăмсанатчĕç те пулĕ. Эрех ĕçмест, пирус туртмасть, укçа ĕçлесе илме пултарать мăшăрăм. Чăх-чĕп вĕçсе каçайми хитре çурт-йĕр çавăртăмăр. Хĕрсем Шупашкарта аслă пĕлÿ илеççĕ, пĕри шăл тухтăрĕ, тепри экономист пуласшăн. Хамăр тăрăшулăхпа вăя пула тулăх пурăнатпăр. Çурçĕр иртсен те пирĕн килте ĕç вĕçленмест. Картиш тулли — ĕне-сурăх, уйра гектарĕ-гектарĕпе пахча çимĕç çитĕнет.

19 Пуш, 2016

Тусăм, эпĕ тунсăхлатăп...

Уявччĕ ун чухне. Шупашкарти çеç мар, республикăри мĕнпур халăх савăнатчĕ. Хĕрлĕ тÿрем те яланхиллех ватти-вĕттипе туп-тулличчĕ. Çуллахи кун килте мĕн туса лармалла-ха? Эпир те тусăмпа уçăлма тухрăмăр. Çынсем юрланине-ташланине сăнарăмăр, ыттисемпе пĕрле савăнтăмăр. Вăхăт иртни те сисĕнмест. Татах, татах çÿрес килет.

29 Авăн, 2015

Хамăртан çеç килет...

Пирĕн, чăвашсен, Раççейре пурăнакан халăх пулнăран тăван чĕлхене те, вырăс чĕлхине те лайăх пĕлмелле. Чăваш хулара пурăнни е урăх халăх çыннипе çемье çавăрни унăн тата ачисен чăвашла калаçма пăрахмаллине пĕлтермест. Тăван чĕлхене малалла аталантарсан çеç эпир хисепе тивĕçлĕ çынсем тата халăх пулма пултарăпăр.

16 Авăн, 2015

Ача чухнехи çылăх

Аллă çултан иртсен, хама питех те çирĕп сывлăхлă, вăй-халлă туйнă вăхăтра, шалкăм çапрĕ. Медицина чĕлхипе ăна «инсульт» теççĕ, тепĕр майлă - пуç мимине кĕрекен юн тымарне «тромб» текен япала пăкăласа хуни. Тăшмана та сунасах килмест ăна - çав тери хăрушă, тертлĕ, асаплă чир. Ара, юн çитменнипе пуç мими клеткисем вилеççĕ те - «компьютер» ванать: алă-ура ĕçлеме пăрахать е татах та йывăртарах - куç курми, хăлха илтми пулать хăшĕ-пĕрин, чĕлхе çĕтни те пулкалать. Пуç мими - хăйнеевĕрлĕ пульт та ĕнтĕ вăл.

Pages