Комментари хушас

19 Пуш, 2016

Тусăм, эпĕ тунсăхлатăп...

Уявччĕ ун чухне. Шупашкарти çеç мар, республикăри мĕнпур халăх савăнатчĕ. Хĕрлĕ тÿрем те яланхиллех ватти-вĕттипе туп-тулличчĕ. Çуллахи кун килте мĕн туса лармалла-ха? Эпир те тусăмпа уçăлма тухрăмăр. Çынсем юрланине-ташланине сăнарăмăр, ыттисемпе пĕрле савăнтăмăр. Вăхăт иртни те сисĕнмест. Татах, татах çÿрес килет.

Акă пĕр вырăнта ташлама вĕрентеççĕ. Эпир те хутшăнтăмăр. Кунашкал авкаланма вĕренмешкĕн тахçанах ĕмĕтленнĕ мар-и? Анчах каймалла. Тусăм кăчăк туртать, ĕçпе хулан тепĕр вĕçне çитсе килме палăртнă-çке вăл. Мĕнех, унран уйрăлса юлассăм çук. Çапла общество транспорчĕн чарăнăвĕ еннелле утрăмăр. «Нивушлĕ тата кăштах ташлаймастăмăр э?» — каяс килменнине палăртатăп. Çук, сăмаха тытмаллах. Каланине — тумаллах. Урăхла юрамасть.

Шăпах автобуса вырнаçсан чун çунтармăшăма тĕл пуласса шухăшлама пултарнă-и эпĕ ун чухне? Чĕреме тыткăнлаканпа паллашасса кĕтнĕ-и? Çук паллах. Юрату кĕтмен çĕртен, вăрттăн йăпшăнса килет теççĕ. Çапла пулчĕ тĕр. Эпĕ те савнине шыранă, куçпа-куç тĕл пулмăпăр-ши тесе иртен-çÿрене те пĕрре мар сăнанă. Анчах вăл кун ăш-чикĕме тыткăнлакан туйăм парнелекен йĕкĕте курасса пачах кĕтменччĕ.

Алăк уçăлсанах асăрхарăм сана. Анчах юнашар ларма хăймарăм, тусăм вырнаçрĕ иксĕмĕрĕн хушăмăра. Мĕнех, кун пек меллĕрех те. Тусăмпа калаçнă май сана куратăп-çке. Илĕртÿллĕ эсĕ, патвар, чипер. Кăмăлăма кайрăн, анчах пĕрре курсах чунăма тыткăнлаймарăн. Виçсĕмĕре пĕрле сÿтсе явма сăмах та тупăнчĕ. Уйрăлнă май каçхине, ĕçрен пушансан, тĕл пулма сĕнтĕн. Темшĕн пĕр турткаланмасăр килĕшрĕмĕр.

Тăваттăн уçăлса çÿрерĕмĕр. Кафере лартăмăр. Шăпах унта ман çума вырнаçрăн та. Çавăн чухне санран мана ăшă хум куçнине туйрăм. Ăсатма пытăн. Çепĕççĕн ыталарăн. Тепĕр кун каллех тĕл пулма калаçса татăлтăмăр.

Юнашар тăракан çын саншăн чунпа çывăххине чĕрепе туйса курнă-и эсир? Еплерех телей вăл! Çак туйăма каласа кăтартма сăмах та çитес çук. Çапла пулчĕ те. Пĕр кунрах Андрей маншăн тăван пек çывăх пулса тăчĕ. Пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланасса куçсем систерчĕç. Çак шанчăклăх вăй хушрĕ.

Татах та татах курнăçрăмăр Андрейпа. Тем пирки те калаçрăмăр. Тĕлĕнмелле те — пĕр чĕлхе тупрăмăр. Нумай чухне пĕр-пĕрне ыталаса шăп лартăмăр. Çук, сăмах çукран мар. Чунăмăрсем калаçрĕç кун пек чух. Эпир вĕсен пуплевне итленĕ май пĕр-пĕрин ытамĕнче килентĕмĕр. Юнашар чухне çав тери канлине иксĕмĕр те туйрăмăр-тăр, анчах кун пирки пĕри те сасăпа каламарăмăр. Кирлех те марччĕ-тĕр.

Анчах мĕн пулчĕ-ши санпа? Эсĕ кĕтмен çĕртен çухалтăн. Малтанласа вăхăту çук пулĕ теттĕм, хам шăнкăравласа чăрмантармарăм. Кун хыççăн кун иртрĕ. Эсĕ тупăнасса кĕтрĕм. Пĕрремĕш утăм тума хăймарăм. Эсĕ ăнсăртран калаçмасан кăмăлăм хуçăласран шиклентĕм-ши? Кĕркунне те çитрĕ, хĕл те иртрĕ. Тавралăха çуркунне сăнĕ çапрĕ. Эсĕ çаплах çук.

Шăнкăравăмпа кансĕрлеместĕп сана. Шикленетĕп. Тен, эсĕ мана пачах маннă? Тен, пирĕн тĕлпулусем асунтан çуллахи тĕтре пек сирĕлнĕ?

Эпĕ вара сансăр çав тери тунсăхлатăп. Малтанах чунăм нăйкăшнине йышăнмарăм. Вылявлă туйăм пулчĕ ахăр теттĕм. Вăхăт иртнĕ май лăпланасса шанаттăм. Çук. Кунсем иртнĕ май тунсăхăм вăйланать çеç. Паян эпĕ еплерех асапланнине пĕлесчĕ санăн!

Мĕн пулчĕ пирĕн хушăра? Пĕлместĕп. Ăнсăртран тупăнтăн та... çухалтăн. Куç çути пек. Нивушлĕ тÿрех мантăн? Çук. Чĕрем мана улталамастех. Мĕн тери ачашшăн ыталаттăн. Хаклă çынна çеç çапла пăчăртама пулать. Сĕмсĕрле те хăтланмарăн. Нивушлĕ пачах савмарăн?

Ăçта эсĕ, тусăм? Эпĕ тунсăхлатăп...

ЕКАТЕРИНА.

Шупашкар хули.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.