2018 çула Чăваш Республикин Сывлăх сыхлав министерстви Онкологи чирĕсемпе кĕрешмелли çулталăк тесе пĕлтернĕ. Ку тĕлĕшпе республикăра мĕн тума палăртаççĕ-ха? Çакăн çинчен асăннă министерствăн штатра тăман тĕп онкологĕпе, Республикăри онкологи клиника больницин уйрăм пуçлăхĕпе, медицина ăслăлăхĕсен кандидачĕпе Сергей АГАФОНКИНПА калаçрăмăр.
Нарăс уйăхĕн 4-мĕшĕ — усал шыçăпа кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери кун. Çак куна мĕн тĕллевпе ирттереççĕ тата пирĕн республикăра мĕнле мероприятисем йĕркелеççĕ? Чăваш Енре хăш шыçă чирĕ ытларах сарăлнă? Ку амакран сыхланас тесен мĕн асра тытмалла?
Çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче Республикăри ÿтпе венерологи диспансерĕнче Меланома диагностикин кунĕ иртет. Унăн тĕллевĕ - иккĕленÿллĕ турпаллипе пигмент пăнчисене вăхăтра асăрхаса вĕсем усал шыçă маррине палăртасси. Тухтăр патне пынисене дерматологсем йышăнĕç.
Чăваш Енре те кайăк грипĕн вирусĕ сарăлас хăрушлăх тухса тăнă. Çакăн çинчен ЧР патшалăх тĕп ветеринари инспекторĕ Сергей Скворцов, вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ĕнер районсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ видеоконференцире пĕлтернĕ.