Сергей АГАФОНКИН: Пирĕнтен пулăшу ыйтма хăрамалла мар
Нарăс уйăхĕн 4-мĕшĕ — усал шыçăпа кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери кун. Çак куна мĕн тĕллевпе ирттереççĕ тата пирĕн республикăра мĕнле мероприятисем йĕркелеççĕ? Чăваш Енре хăш шыçă чирĕ ытларах сарăлнă? Ку амакран сыхланас тесен мĕн асра тытмалла? Çак тата ытти ыйтăва ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин штатра тăман тĕп онколог специалисчĕпе, медицина наукисен кандидачĕпе, республикăри клиника онкологи диспансерĕн кăкăр шыççисен уйрăмĕн заведующийĕпе Сергей Агафонкинпа сÿтсе яврăмăр.
— Сергей Александрович, пĕлтĕр Чăваш Енре усал шыçăпа кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери кунпа çыхăннă уйăхлăх иртнĕччĕ. Кăçал мероприятисем йĕркелеме палăртнă-и?
— <...> Кăçал Чăваш Енре пациентсем, çавăн пекех шыçă чирĕсемпе çыхăнман специальноçлă врачсем валли лекцисем — усал шыççа малтанхи тапхăрта тупса палăртассипе çыхăннă ыйтусемпе — ирттерме планланă. Куçса çÿрекен /мобильлĕ/ маммограф Канаш тата Куславкка районĕсене çитĕ. Уçă алăксен кунĕсем иртĕç. Шыçă чирĕсемпе кĕрешмелли уйăхлăхăн мероприятийĕсем пирки калакан тĕплĕ информаципе республикăри онкологи диспансерĕн тата медицина организацийĕсен официаллă сайчĕсенче паллашма пулать.
— Ракпа чирлисен шучĕ пĕтĕм тĕнчипех ÿснине палăртаççĕ. Пирĕн республикăра хальхи вăхăтра миçе çын онкологсем патĕнче шутра тăрать? Вĕсем ытларах мĕнпе чирлеççĕ?
— <...> Республикăра çулсеренех 3,5 пин çын чирлет. Онкологи диспансерĕнче 26 пин ытла çын учетра тăрать. Урăхла каласан, Чăваш Енре пурăнакан кашни 50 çынран пĕри хăçан та пулин шыçă чирĕ мĕн иккенне хăй туйса курнă. Чи анлă сарăлнисем — ÿт, кăкăр шыççисем, ÿпке, апат хуранĕн тата хулăн пыршă ракĕсем.
— Онкологсем хĕрарăмсен хушшинче кăкăр шыççи пĕрремĕш вырăнта пулнине палăртаççĕ. Çак чир çамрăкланса пырать тени тĕрĕсех-и?
— Пирĕн регионта кăкăр ракĕпе çулсеренех 400 яхăн хĕрарăм чирлет. <...> Кăкăр ракĕ ытларах 45-50 çултан аслăрах хĕрарăмсен пулать. Манăн пациентсенчен чи çамрăкки 25 çулта чирленĕ. Литературăра тата çамрăкрах пикесем чирлени пирки çырни те пур. Паянхи кун кăкăр ракне лайăх сиплеме майсем пур. <...> Эпир чире ытларах пуçламăш тапхăртах тупса палăртма тытăннăран хĕрарăма чиртен сипленме пулăшнипе пĕрлех унăн кăкăрне те упраса хăварма тăрăшатпăр, кирлĕ чухне унăн формине те тавăратпăр. Туллин сывалса çитнĕ хĕрарăмсем те пур. Çапла пултăр тесен чире май пур таран хăвăртрах тупса палăртмалла.
— Эсир Чăваш Енре кăкăр ракне малтанхи тапхăртах тупса палăртас ĕçе аван йĕркеленине, шыçă пĕрремĕш тапхăрта чухнех сипленме пуçласан ăнăçу 90% ытла пулнине пĕлтертĕр. Çакăн валли хальхи йышши чи çĕнĕ оборудовани кирлĕ пуль? Ун пекки пирĕн республикăра пур-и?
— <...> Паянхи кун кăкăрти шыççа нимĕнле улшăну та çук чухне те палăртма пулать: маммографсен, ультрасасă сканерĕсен /УЗИ аппарачĕсен/, ăста специалистсен пулăшăвĕпе — вĕсем пурте пирĕн республикăра пур. Маммографи тĕрĕслевĕ — 40 çултан аслăрах хĕрарăмсен кăкăр ракне пуçламăш тапхăртах тупса палăртмалли тĕп меслет. Кун пек тĕрĕслеве профилактика тĕллевĕпе 40 çултан иртсен кашни икĕ çулта тумалла. Ку ÿсĕмре маммографие ультрасасă тĕрĕслевĕпе улăштармалла мар. Ультрасасă тĕрĕслевĕ çамрăк хĕрарăмсемшĕн меллĕ, вăл кăкăр шыççин 90% яхăн тупма май парать.
Кăкăр чирĕсемпе нушаланакан хĕрарăмсене медицина пулăшăвĕпе тата ытларах тивĕçтерес тĕллевпе Чăваш Енре темиçе проект пурнăçланать. <...> Куçса çÿрекен хальхи йышши рентгенологи комплексĕ, цифра маммографĕпе пуянлатнăскер, республикăн чи аякри ялĕсене кайса çÿрет. Маммографи тĕрĕслевĕсен пахалăхне лайăхлатас тĕллевпе Чăваш Енре телемедицина сетьне йĕркеленĕ. Вăл республикăри медицина организацийĕсен ÿкерчĕкĕсем тăрăх консультаци пама пулăшать. Йывăр тĕслĕхсенче Мускаври Н.Н.Блохин ячĕллĕ Раççей онкологи ăслăлăх центрĕн специалисчĕсемпе канашлатпăр: кĕске вăхăтрах, республика тулашне каймасăрах. <...>
Юлашки çулсенче кăкăр шыççине пуçламăш тапхăртах тупса палăртасси пысăкланчĕ.
— Усал шыççа тупса палăртсан çыннăн чи малтан мĕн тумалла? Чылайăшĕ çак диагноза илтсен çухалса каять, ăна тĕнче пĕтнĕн йышăнать.
— Чи кирли — сехĕрленсе ÿкмелле мар: паян шыçă чирĕсенчен нумайăшне ăнăçлă сиплеме пулать. Енчен те çын хăйĕн шыçă пуррине ăнлансан е сипленсен те иртмен чир палăрăмĕсем пулсан унăн пĕр тăхтаса тăмасăр участокри е пĕтĕмĕшле практика врачĕ патне каймалла. Тухтăр тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн кирлĕ пулсан пациента медицина организацийĕн онкологĕ патне ярать, шыçă пурри çирĕпленсен — республикăри онкологи диспансерĕн поликлиникине. Онкодиспансерти профильлĕ специалистсем диагноза çирĕплетме кирлĕ тĕрĕслевсем /çав шутрах — шыçă биопсине те/ ирттереççĕ, кирлĕ пулсан пациента консилиума яраççĕ, унта сиплев тактикине сÿтсе яваççĕ. Онкологире сиплеве тĕплĕн шухăшламасăр ирттермеççĕ! Шыçăран сипленме пуçличчен йăлтах пĕлмелле: морфологи формине, чир епле сарăлнине тата ытти параметра — çакă вăхăт йышăнать. Асăннă кăтартусене шута илмесĕр ĕçлеме пуçласан тÿрлетме май çук йăнăшсем пулма пултараççĕ. Çавăнпа онкологире сиплев планпа килĕшÿллĕн пулса пырать. <...>
— Шыçă чирĕсем аталаннин тĕп сăлтавĕсем мĕнлерех? Çак чир йăхран куçма пултарни е стрессем ытларах витĕм кÿреççĕ?
— Организмăн йĕркеллĕ клетки усал шыççа çаврăнасси темиçе тапхăрпа пулса пырать, вăл юнашар органсене куçма, çав хушăрах аяккарах вырнаçнисенче те аталанма пултарать, çапла вĕсене йĕркеллĕ ĕçлеме чăрмантарать, юлашкинчен организм вилет. Клетка çапла трансформациленесси генетика, тулашри ырă мар факторсен витĕмĕнчен, çын тыткаларăшĕн уйрăмлăхĕсенчен килет. Йăхран куçаслăх, тавралăх тăрăмĕ, усал йăласем, апатлану уйрăмлăхĕсем, пурнăçăн тĕрĕс мар йĕрки — вĕсене пула шыçă аталанма пултарать. Этем пирус туртсан ÿпке, çăварпа пыр, карланкă, апат пырĕпе хуранĕ тата ытти орган ракĕ пулас хăрушлăх пур. Паянхи кун çын хăй мар, унпа юнашаррисем пирус туртсан та ÿпке ракĕ аталанма пултарни паллă. Инфекци агенчĕсем, çыннăн папиллома вирусĕ пеккисем — амалăх пырĕн, В тата С гепатит вирусĕсем вара пĕверĕн усал шыççине пуçарма пултараççĕ. Кĕлетке виçи ытлашши пулни, çын сахал хускални хулăн пыршă, кăкăр тата амалăх ракĕ патне илсе çитерес хăрушлăх пур. Тĕрĕс мар апатлансан — карланкăн, апат хуранĕн, хулăн пыршăн, хырăмай парĕн шыççисем. Эрех-сăрапа иртĕхни те тĕрлĕ орган ракне амалантарма пултарать. Ультрафиолет ытлашши пулсан ÿт шыççисем аталанаççĕ.
— Врачсен шухăшĕпе — усал шыçăпа çыхăннă чирсен 43 процентĕнчен сыхланма пулать. Мĕнле майпа?
— Шыçă аталанас хăрушлăха чакарас тесен ансат çак сĕнÿсене пăхăнмалла: 1. Эсир туртмастăр тăк — ан пуçлăр. Туртатăр тăк — чарăнăр. Усал çак йăларан сивĕнейместĕр тĕк — сигарет шутне чакарăр тата туртманнисем юнашар чухне ан мăкăрлантарăр. 2. Кĕлетке йывăрăшĕ ытлашши пысăк ан пултăр тесе тăрăшăр. 3. Кашни кунах тĕрлĕ хускану тăвăр, çуран ытларах çÿрĕр, бассейна кайăр. 4. Пахча çимĕçпе улма-çырла ытларах çийĕр, рационра çуллă тата ăшаланă çимĕçсем, тăвар сахалрах пулччăр. 5. Эрех-сăра нумай ĕçме ан тăрăшăр. 6. Хĕвел çинче нумай пулма ан тăрăшăр тата пиçсе каясран асăрханăр. 7. Рак пуçарма пултаракан япаласемпе /хутăшсемпе/ ан çыхланăр. 8. Профилактика тĕрĕслевĕн программисене хутшăнăр. 9. Вируслă В гепатитран вакцинаци программисене хутшăнăр. 10. Хăвăр тĕллĕн ан сипленĕр. Шыçă пур пек туйăнсан пĕр тăхтаса тăмасăр врачран пулăшу ыйтăр. <...> Тулли верси...
Комментари хушас