«Эпир кайсан ялта кам юлĕ?»
Хăш-пĕр ялта çамрăксене кăнтăрла хунарпа шырасан та тупаймăн. Пачах çук мар-ха вĕсем. Чылайăшĕ пысăк укçа шыраса ют хулана шапаша каять. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнар ялне çитсен вара тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕмĕр. Кунти «Коминтерн» ЯХПКра чылай çамрăк ĕçлет. 30 çула çитменнисем — 12-ĕн! Маттурсем! Ял аталанăвĕшĕн тăрăшаççĕ, тăван тăрăха юратаççĕ. Тепри пулсан ялта мĕн пур тесе хулана тухса тарĕччĕ…