Урок иртнине сисмест

9 Нарăс, 2017

Çулсерен республикăри вун-вун çамрăк педагог дипломне илет. Шел те, вĕсенчен чылайăшĕ ялти шкула кайса ачасене вĕрентесшĕн мар. Пĕрисене — хула пурнăçĕ, теприсене пысăк шалу илĕртет. Куславкка районĕнчи Энтри Пасар ялĕнче çуралса ÿснĕ Татьяна Логинова аслă пĕлÿ илсенех яла таврăннă. Елчĕк шкулĕнче чи çамрăк педагогсенчен пĕринпе, акăлчан чĕлхине вĕрентекенскерпе, тĕл пулса калаçма май килчĕ.

Татьяна Николаевна ача чухнех учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Унăн пĕрремĕш вĕрентекенĕ Вера Соколова пек пултаруллă, класс ертÿçи Фея Павлова пек сăпайлă пулас килнĕ. Акăлчан чĕлхипе вăл шкулта вĕрен­нĕ чухнех кăсăкланнă. Педагог хавхалантарса пынипе çак предмета тĕплĕн ăса хывнă, çулсеренех олимпиадăсене хутшăннă. 9-мĕш тата 11-мĕш класран вĕренсе тухнă чухне акăлчан чĕлхипе экзамен тытнă. Энтри Пасар шкулĕнчен «5» паллăсемпе вĕренсе тухсан И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУна кĕнĕ. Унта Татьяна Николаевна тÿрех икĕ специальноçа алла илнĕ. Тăван чĕлхепе литературăна тата акăлчан чĕлхине вĕрентме пултаракан çамрăк педагог валли Куславкка районĕнчи Елчĕк шкулĕнче ĕç вырăнĕ тупăннă. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.