Çамрăк специалист

26 Юпа, 2016

Хăйĕн тивĕçне пысăк яваплăхпа туса пырать

Куславкка районĕн И.Е.Виноградов ячĕллĕ больницинче хăйсен тивĕçне пысăк яваплăхпа туса пыракан ĕçчен чылай. Вĕсен йышĕн­че çамрăк специалиста, участок терапевтне Е.Васильевăна та палăртмалла.

8 Юпа, 2016

Ют çĕршыври юлташĕсем хыпар яраççĕ

Етĕрне районĕнчи Кăкшăм вăтам шкулĕнчи акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕн Надежда Ивановăн чикĕ леш енче юлташ нумай. Нумаях пулмасть Вăтаçĕр тинĕсĕ хĕрринчи Генуяри Биргит фон Нордхайм крокус суханĕсем янă. Кĕçех посылка Чăваш Республикине çитĕ. Анат Мучар хĕрĕ тусĕ валли кучченеç хатĕрлет.

28 Утă, 2016

«Ача ĕнсе çине ан хăпартăр»

Вăрманкас Кĕçтемĕрти шкулта юсав ĕçĕсем пыратчĕç. Часах вĕренÿ çулĕ пуçланĕ, пĕлÿ çурчĕ ачасен хаваслă куллипе тулĕ. Физкультура учителĕ Ксения Прокопьева шкултахчĕ. Яланах ĕç вырăнĕнче пулма хăнăхнăран кунта кану вăхăтĕнче те килнине каларĕ 22 çултискер.

5 Чÿк, 2015

Уроксене вăйă евĕр ирттерсе ачасене кăсăклантарать

Елчĕк районĕнчи Тăрăм тĕп шкулĕнче 70-е яхăн ача вĕренет. Вĕсене пĕлÿ тĕнчинче 10 учитель ертсе çÿрет. Вĕрентекенсенчен чи çамрăкки - 30 çулти Алексей Тихонов - шкулта 4 çула яхăн ĕçлет.

21 Юпа, 2015

Чун илемне туйсан…

Татьяна пултарулăх сукмакне ялтах такăрлатать

Ял çынни тĕлĕнтермĕш техникăпа - компьютерпа, Интернетпа - чылай çул каялла çывăх туслашрĕ пулин те ырă та пархатарлă ĕçсем пуçарса, хавхалантарса тăракан йышпа явăçмасăр хăйне пушăлăх тĕнчине лекнĕн темĕн çитмен пек туять. Пултарулăх коллективне /халăх театрне, драма кружокне, ансамбле, ытти те/ е спорт секцине çÿресен чун уçăлать, савăнăçпа тулать. «Çăкăр-тăварпа çеç тутă пулаймăн», - тенĕ ваттисем. - Çынна чун çимĕçĕ те кирлĕ.

Pages