Комментари хушас

8 Юпа, 2016

Ют çĕршыври юлташĕсем хыпар яраççĕ

Етĕрне районĕнчи Кăкшăм вăтам шкулĕнчи акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕн Надежда Ивановăн чикĕ леш енче юлташ нумай. Нумаях пулмасть Вăтаçĕр тинĕсĕ хĕрринчи Генуяри Биргит фон Нордхайм крокус суханĕсем янă. Кĕçех посылка Чăваш Республикине çитĕ. Анат Мучар хĕрĕ тусĕ валли кучченеç хатĕрлет. Вăл Итали хĕрарăмне канфетпа хăналасшăн.

Надежда Николаевна Етĕрнери наци 1-мĕш гимназине «5»-пе вĕренсе пĕтернĕ. Унтан И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи ют чĕлхесен факультетĕнче тарăн пĕлÿ илнĕ. Вĕренÿре ĕлкĕрсе пыраканскер хĕрлĕ диплома тивĕçнĕ.

Мал ĕмĕтлĕ кашни студент тавракурăма аталантарма тĕрлĕ мел шырать. 5-мĕш курс студентки Надежда Иванова вĕренÿ ятарлă программипе Германие тухса кайнă. Паллах, пĕлÿ шайне пăхса суйласа илнĕ ăна. Ют çĕршывра вырăс чĕлхи вĕрентекенĕн пулăшуçинче тăрăшнă чăваш хĕрĕ. Пушă вăхăта гимнази ачисемпе пĕрле ирттернĕ. Пĕррехинче, сăмахран, Австрие ту йĕлтĕрĕпе ярăнма кайса килнĕ вĕсем. Çак самантсене хăпартланса аса илет Надежда Николаевна. Çулçÿрев пурне те килĕшнĕ. Канмалли кунсенче тĕрлĕ хулана çитнĕ вăл. Унтан юлташĕсем патне открытка вĕçтернĕ.

«Ют çĕршыва кайиччен эпĕ питех кулман. Унта вара кирек ăçта та йăл кулăпа кĕтсе илеççĕ. Тăван тăрăха таврăнсан хам улшăннине туйрăм. Халĕ манăн та савăнăçа кулăпа палăртас килет», — тет вĕрентекен.

Диплом илнĕ хыççăн хăйĕн профессийĕпе çыхăнман ĕçе те вырнаçса пăхнă Етĕрне хĕрĕ. Çапах ачасемпе ĕçлес туртăм шкулах илсе çитернĕ ăна. Тем тесен те пурнăçра укçа мар, чун ыйтни пĕлтерĕшлĕрех. «Хам çуралнă тăрăха килес килчĕ, çавăнпах Анат Мучар çывăхĕнче ĕç шырарăм», — пытармасть Надежда Николаевна.

Çамрăк педагога ĕçтешĕсем те, вĕренекенсем те хисеплеççĕ. Ĕçе пуçăнсанах класа хăтлăлатма пуçланă вăл. Хăш-пĕр япалана Интернет урлă туяннă. Надежда Николаевна ал айĕнчи япаласемпе темĕн те пĕр ăсталама вĕрентет. Халĕ, сăмахран, ачасем çулçă типĕтеççĕ.

Çуллахи каникул вăхăтĕнчи шкулти кану лагерĕ çинчен те çырса хăварас килет. Унта нумай ачаллă çемьери вĕренекенсене йышăннă. Кану лагерĕшĕн яваплă Надежда Иванова кашни куна усăллă ирттерес тĕллевпе ĕç планĕ йĕркеленĕ. Çак ушкăн районăн тĕрлĕ кĕтесне çитнĕ. Сăнÿкерчĕк альбомĕ çав самантсене куç умне кăларма пулăшать. Акă вĕсем лаша завочĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашаççĕ. Чечек кунĕнче ачасем пуç кăшăлĕ çыхаççĕ. Авă эмел курăкĕ, çырла пуçтараççĕ, çăлкуç, палăк таврашне тасатаççĕ. Истори вырăнĕсенче те пулнă вĕсем. Ачасен канăвне ыттисемшĕн кăтартуллă йĕркеленĕшĕн Етĕрне район администрацийĕ Кăкшăмсене дипломпа хавхалантарнă.

Надежда Николаевна пуласлăхра пысăкрах çитĕнÿ тăвасси иккĕлентермест.

 

Марина ТУМАЛАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.