Комментари хушас

21 Юпа, 2015

Чун илемне туйсан…

Татьяна пултарулăх сукмакне ялтах такăрлатать

Ял çынни тĕлĕнтермĕш техникăпа - компьютерпа, Интернетпа - чылай çул каялла çывăх туслашрĕ пулин те ырă та пархатарлă ĕçсем пуçарса, хавхалантарса тăракан йышпа явăçмасăр хăйне пушăлăх тĕнчине лекнĕн темĕн çитмен пек туять. Пултарулăх коллективне /халăх театрне, драма кружокне, ансамбле, ытти те/ е спорт секцине çÿресен чун уçăлать, савăнăçпа тулать. «Çăкăр-тăварпа çеç тутă пулаймăн», - тенĕ ваттисем. - Çынна чун çимĕçĕ те кирлĕ.

Хальхи вăхăтра уй-хирте тата ферма-комплексра вăй хуракансем çеç мар, тĕрлĕ професси çыннисем пĕр килти пек килĕштерсе пурăнаççĕ, пĕр-пĕрин пурнăçне илемлетеççĕ-пуянлатаççĕ. Медицинăпа культурăра, ытти сферăра пултаруллă çамрăксем пурри тантăшĕсене ялта тытăнса тăма пулăшать, пурнăç сукмакне пĕрле такăрлатма хистет, ĕçре вăй-хал хушать.

Хĕрлĕ Чутайри «Хастар» физкультурăпа спорт комплексĕнче аэробика секцине ертсе пыракан Татьяна Сергеевăпа тĕл пулса калаçсан çапларах шухăшсем тĕвĕленчĕç. Ача ÿснĕçемĕн мĕнле профессие кăмăлласси пĕчĕклех палăрать. Унран чăн-чăн профессионал пултăр, киленсе ĕçлесе телей туптăр тесен пултарулăхне çитĕннисен вăхăтра асăрхамалла, çунат сарма пулăшса-хавхалантарса пымалла. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.