Мĕн çитмест-ши пирĕн пурнăçра?
Мана çак самантра икĕ пулăм пăшăрхантарать. Пĕрремĕшĕ, тĕнчере укçа пуç пулса тăни. Çынсем кĕсьене хулăнлатассишĕн тем тума та хатĕр. Паллах, нухратсăр та пурăнма май çук. Пурпĕрех унăн виçине пĕлмелле. Çĕрме пуянсем, тĕслĕхрен, пĕр-пĕринпе ăмăртмалла пурлăх пуçтараççĕ. Вăл е ку хатĕр çитмест имĕш вĕсене.