Çăлтăр çӳпçи

21 Пуш, 2015

Ĕçлекен халăх пурăнать

Мана пуринчен ытла паянхи кризис хумхантарать. Хаксем калама çук вăйлă ÿссе кайрĕç, лавккана кĕрсен те, пасара кайсан та нимĕн илме аптрамалла. Халăх малтанхи пек мар, чи кирлине кăна туянать. Эпĕ пĕлекен чылай çамрăк Шупашкартан Канаша куçса кайрĕ.

14 Пуш, 2015

Çĕршыв мар, хамăр айăплă

Вăрттăнлăх мар ĕнтĕ, паян актер, журналист укçи-тенкипе выçă вилетĕн. Пурăнмалли çурт-йĕре лайăхлатасси, пĕр-пĕр кĕтес туянасси çинчен шухăшламалли те çук. Çавăнпа та кану кунĕсем пирки пачах манса кайса темиçе çĕрте вăй хума тивет.

21 Нарăс, 2015

"80 тултармасăр сцена çинчен анмăп"

Валентина КУЗНЕЦОВА, чăваш эстрада юрăçи

Паян çĕр çинчи пур хĕрарăм та Украина хыпарĕсемпе кăсăкланать ахăртнех. Кама кирлĕ çак вăрçă? Мĕн чухлĕ çын пĕтрĕ. Вĕсен - куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупнисен - хушшинче ачасем те пурри чуна çурать, татăк-татăк туса пайлать. Хам та амăшĕ-çке. Епле ăнланмăн ачине çухатнă хĕрарăма?! Паян кирек мĕнле амăшĕ те пĕртен-пĕр шухăшпа пурăнать пулĕ тетĕп - вăрçă вучĕ кунта ан çиттĕрччĕ... Турă сыхлатăр пирĕн ачасене çак инкекрен. Раççейре яланах тăнăçлăх хуçалантăрччĕ.

Pages