"80 тултармасăр сцена çинчен анмăп"
Валентина КУЗНЕЦОВА, чăваш эстрада юрăçи |
Паян çĕр çинчи пур хĕрарăм та Украина хыпарĕсемпе кăсăкланать ахăртнех. Кама кирлĕ çак вăрçă? Мĕн чухлĕ çын пĕтрĕ. Вĕсен - куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупнисен - хушшинче ачасем те пурри чуна çурать, татăк-татăк туса пайлать. Хам та амăшĕ-çке. Епле ăнланмăн ачине çухатнă хĕрарăма?! Паян кирек мĕнле амăшĕ те пĕртен-пĕр шухăшпа пурăнать пулĕ тетĕп - вăрçă вучĕ кунта ан çиттĕрччĕ... Турă сыхлатăр пирĕн ачасене çак инкекрен. Раççейре яланах тăнăçлăх хуçалантăрччĕ.
Хамăн пурнăçăмра йăлтах лайăххи чуна ăшăтса тăрать. Упăшкам маттур, çемьешĕн тăрăшать. Ачасем те лайăх вĕренеççĕ, сывлăхлă ÿсеççĕ. Хĕрарăма хăйне телейлĕ туйма урăх мĕн кирлĕ? Хамăн та сывлăх енчен аптăрас марччĕ - амăшĕн лайăх пулсан çемьере те йăлтах килĕшÿллĕ йĕркеленсе пырать.
Малашлăха планлама хăнăхнă эпĕ. Хам ума çапла тĕллев лартнă - 96 çулччен пурăнмалла. Сцена çинчен вара 80 тултармасăр та анмăп. Манăн ĕмĕте Турă илтрĕ. Çакна ăçтан пĕлетĕп-и? Чунра туятăп.
Турă патне тĕрлĕ çын тĕрлĕ çулпа çитет. Анчах та çакна манмалла мар - ăна хамăра япăх чухне кăна мар, вĕçĕмех, кашни кун, кашни самантра, аса илмелле. Эпĕ, калăпăр, пĕрре те хам çине хĕрес хывмасăр сцена çине тухса курман. Шел те, çынсем Турăпа питĕ çывăх тесе калас килмест. Чун тасалăхĕ пирки шухăшлама манатпăр тепĕр чухне. Халĕ модăна кĕнĕ "аура" сăмахпа та палăртаççĕ-ха ăна. Асăрхăр-ха: ырă çын патне ырриех туртăнать, усалли вара - усал патне. Ман йĕри-тавра ырă, лайăх çын нумай. Яланах çапла пултăрччĕ. Пурнăç çак йĕркепех аталанса пырсан палăртнине пурнăçлама çăмăлрах пулĕ, ырри те пурнăçра ытларах йăва çавăрĕ.
Сцена тенĕрен вара, юлашки вăхăтра кунта ырах мар улшăнусем пулса пыни чуна ыраттарать. Чăваш эстради аталанма кăна пуçланă чухне юрăçсем мĕн тĕрлĕ конкурс витĕр тухман пуль? Юррисене мĕн тĕрлĕ алапа алламан-тăр. Пĕр сăмахĕ тивĕçтермесессĕнех юрра тавăрса паратчĕç - пĕçерсе çитермешкĕн. Халĕ вара çакă йăлтах иртнĕлĕхе юлчĕ. Анчах та кун пирки çитес вăхăтра тĕплĕнрех калаçăпăр.