- Чăвашла верси
- Русская версия
Ялта та выльăх усрамаççĕ
Этем çĕр çинче хăнара кăна çав. Мĕншĕн çав тери сахал пурăнатпăр-ши? Сăлтавĕ экологи ыйтăвĕнче те пулĕ тетĕп. Хулара пурăнса таса сывлăшпа сывлаймастпăр. Лавккари апатра хими нумай. Мĕн кăна хушмаççĕ унта! Çакă пĕтĕмпех пирĕн организма сиен кÿрет-çке. Аш-какайне, юр-варне пасар-лавккара туянма та аптăрамалла - темĕнле пахалăхлă? Çав вăхăтрах ялсенче выльăх усракан сахалланнипе унта та туянма çук. Лавккара илес тесен те хакĕсем çумăр хыççăнхи кăмпа пек ÿсеççĕ. Шалу вара... вырăнтан та тапранмасть.
Тĕрлĕ хими хушнă апат-çимĕçпе сăйланнăранах-ши, усал шыçă вăй илсе кайрĕ юлашки вăхăтра, шăпах çак амака пула мĕн чухлĕ пĕлĕш-тантăш пурнăçран ир уйрăлать. Ачасемпе çамрăксем те унпа аптрани чуна ыраттать.
Ачасем тенĕрен, тăван амăшĕсем хăйсен тĕпренчĕкне пăрахса хăварни те маншăн ăнланмалла мар киревсĕрлĕх. Тăхăр уйăх варта йăтса çÿренĕ чуна вĕлерме те, çĕр ăшне чикме те, çÿп-çап купине пăрахма та именмеççĕ. Мĕн тери чунсăрлăх! Пысăк çылăхшăн явап тытма тивесси те хăратмасть вĕсене.
Ачасем - пирĕн пурнăç, савăнăç, телей. Вĕсемшĕн тăрăшатпăр-çке. Тĕпĕртетсе тенĕ пек çÿретпĕр, пĕр ыйту хыççăн теприне тататпăр. Вĕсем вара сахал мар. Вĕчĕрхентерекеннисем те. Шкула кайма ĕлкĕреймерĕмĕр-ха, анчах та халех 7 пин тенкĕ таран кăларса пама тиврĕ. Мĕн валли? Ача садĕнче те çавах. Пĕрмай укçа пуçтараççĕ: е юсав, е парне, е уяв... Памасан та пултаратпăр пек, анчах кун пек чухне ачана урăхла пăхма тытăнаççĕ. Пирĕнне ыттисенчен ан уйăрччăр тесех пур-и, çук-и санăн - кăларса хума тивет.
Алина САВЕЛЬЕВА, юрăç
Комментари хушас