хăрушсăрлăх

27 Пуш, 2014

Халăха хÿтĕлесси - тĕп вырăнта

Пуш уйăхĕн 17-26-мĕшĕсенче Раççей МЧСĕн Атăлçи регион центрĕн комиссийĕ Чăваш Енре граждан оборони, халăха тата территорие çут çанталăк, техногенлă синкерсенчен хÿтĕлес, шыв объекчĕсенчи тата пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе комплекслă тĕрĕслев ирттерчĕ.

Ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев комисси председателĕпе - Раççей МЧСĕн Атăлçи регион центрĕн пуçлăхĕпе, шалти служба генерал-лейтенанчĕпе Игорь Паньшинпа тĕл пулчĕ. Çакăн хыççăн вĕсем журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕç.

26 Пуш, 2014

Чи малтан хутшăнтăмăр

Раççейри патшалăх автоинспекцийĕ, "Хăрушсăр çÿрев" обществăлла организаци тата автомашинăсене страхлакансен пĕрлешĕвĕ пуçарнипе "Чарăнса тăр" ятпа кампани иртет. Пирĕн республика унта çĕр-шыври ытти тăрăхсенчен чи малтан хутшăнчĕ. Шкулсенче, ача сачĕсенче, аслă вĕренÿ заведенийĕсенче çак вăхăтра кунсерен пĕлтерĕшлĕ мероприяти иртет. Çул урлă каçмалли вырăнсенче, бензинпа тивĕçтерекен станцисенче, автошкулсенче те ятарлă акцисем йĕркелеççĕ. Пĕчĕккисене çул-йĕр правилисене вăйăсем выляса ăнлантараççĕ. Аслисемпе çивĕчреххĕн калаçаççĕ.

26 Пуш, 2014

Васкакан инкеке лекет

Çуран çÿретпĕр-и е автомашинăпа – таçта васкатпăр. Унта е кунта хăвăртрах çитес тесе умри тункатана та асăрхамастпăр. Пĕр-пĕр çĕре пырса тăрăнсан çеç "чавса çывăх та çыртма çук" текен каларăша аса илетпĕр. Васкани вилĕм патне илсе çитерсен хурланса макăратпăр, кулянатпăр. Çын инкекĕ чуна витермелле, ăс памалла, асăрханулăх çинчен аса илтермелле. Хальлĕхе ун пек йăлана хăнăхаймастпăр. Чукун çул урлă каçнă чухне çав-çавах тимсĕр, йĕркене пăхăнмастпăр, транспорта ÿсĕрле тытса пыратпăр. Çакна пула чукун çул урлă каçмалли вырăнсенче пĕлтĕр виçĕ инкек пулнине вулакансене пĕлтернĕччĕ.

15 Пуш, 2014

Инкеке асăрхаттарма пĕлмелле

Нарăсăн 6-мĕшĕнче 11 сехетре ку тăрăхра пулса иртнĕ инкек республикăна кисретрĕ. Хурама Тăвар ялĕнчи йывăç çуртра инкеклĕ çав кун пушар сиксе тухнă. Ашшĕ-амăшĕ кÿршĕ ялта пулнă. Синкерте 4 тата 2 çулти ачасен пурнăçĕ татăлнă.

Нарăсăн 13-мĕшĕнче Турханта ял тăрăхĕн профилактика канашĕн тата районти профилактика комиссийĕн пĕрлехи канашлăвĕ иртнĕ. Унта Турхан ял тăрăхĕн активĕ те хутшăннă. Канашлура ял администрацийĕн, вырăнти депутатсен тата йывăр лару-тăруллă çемьесене сăнакан канаш ĕçне пăхса тухнă.

12 Пуш, 2014

Йывăр тиевлисен – тăхтамалла

Кăçалхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен (юлашки куна шута илсе) республикăра тиевлĕ е тиевсĕр пысăк транспорта пурте усă куракан автоçулсемпе (регион тата муниципалитет пĕлтерĕшлисемпе) вăхăтлăха çÿреме чараççĕ. Çакăн пирки Чăваш Республикин Транспортпа çул-йĕр министерстви пĕлтерет.

Çуркуннехи çанталăкра çулсем шывланаççĕ, нÿрĕ асфальт йывăр тиевлĕ машинăсене пула ванма пултарать.

Pages