Чи малтан хутшăнтăмăр

26 Пуш, 2014

Раççейри патшалăх автоинспекцийĕ, "Хăрушсăр çÿрев" обществăлла организаци тата автомашинăсене страхлакансен пĕрлешĕвĕ пуçарнипе "Чарăнса тăр" ятпа кампани иртет. Пирĕн республика унта çĕр-шыври ытти тăрăхсенчен чи малтан хутшăнчĕ. Шкулсенче, ача сачĕсенче, аслă вĕренÿ заведенийĕсенче çак вăхăтра кунсерен пĕлтерĕшлĕ мероприяти иртет. Çул урлă каçмалли вырăнсенче, бензинпа тивĕçтерекен станцисенче, автошкулсенче те ятарлă акцисем йĕркелеççĕ. Пĕчĕккисене çул-йĕр правилисене вăйăсем выляса ăнлантараççĕ. Аслисемпе çивĕчреххĕн калаçаççĕ.

"Манăн шухăшăмпа, питех те кирлĕ проект. Паян хулари 4-мĕш гимназире пулнă май ачасем вăйăсене хавхаланса хутшăнни, ытларах пĕлме тăрăшни савăнтарчĕ. Çак акци (ака уйăхĕн 15-мĕшĕччен пырать) çул çинчи инкексен йышне чакарма пулăшмалла", – палăртнă Чăваш Республикинче ачасен правине хÿтĕлессипе ĕçлекен Вячеслав Рафинов.

Ирина НИКИТИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.