Комментари хушас

12 Пуш, 2014

Йывăр тиевлисен – тăхтамалла

Кăçалхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен (юлашки куна шута илсе) республикăра тиевлĕ е тиевсĕр пысăк транспорта пурте усă куракан автоçулсемпе (регион тата муниципалитет пĕлтерĕшлисемпе) вăхăтлăха çÿреме чараççĕ. Çакăн пирки Чăваш Республикин Транспортпа çул-йĕр министерстви пĕлтерет.

Çуркуннехи çанталăкра çулсем шывланаççĕ, нÿрĕ асфальт йывăр тиевлĕ машинăсене пула ванма пултарать.

Анчах пур транспорта та чармаççĕ. Тĕслĕхрен, инçетри регионсене тавар турттараканнисене, халăха илсе çÿрекен автобуссене, апат-çимĕç, утă-улăм, эмел, çунтармалли-сĕрмелли материал, акмалли-лартмалли вăрлăх, удобрени, почта турттараканнисене. Çавăн пекех çанталăка пула сиксе тухнă инкеке пĕтерме васкакан, авари вырăнĕсенче юсама кирлĕ пулакан çул-йĕрпе строительство техникине, федерацин ĕç тăвакан влаçăн транспортне (енчен те саккунпа çар службинче шутлансассăн) чармаççĕ.

Ирина НИКИТИНА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.