Халăха хÿтĕлесси - тĕп вырăнта

Пуш уйăхĕн 17-26-мĕшĕсенче Раççей МЧСĕн Атăлçи регион центрĕн комиссийĕ Чăваш Енре граждан оборони, халăха тата территорие çут çанталăк, техногенлă синкерсенчен хÿтĕлес, шыв объекчĕсенчи тата пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе комплекслă тĕрĕслев ирттерчĕ.

Ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев комисси председателĕпе - Раççей МЧСĕн Атăлçи регион центрĕн пуçлăхĕпе, шалти служба генерал-лейтенанчĕпе Игорь Паньшинпа тĕл пулчĕ. Çакăн хыççăн вĕсем журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕç.

"Федерацин Атăлçи округĕнче Чăваш Ен малти вырăнсенчен пĕрне йышăнать. Кунти ырă хăш-пĕр саманта ытти регионта та сарма юрать, - терĕ И.Паньшин комплекслă тĕрĕслевĕн пĕтĕмлетĕвĕсем пирки ыйтсан. - Паллах, çитменлĕх те çук мар, эпир вĕсене паянах сÿтсе яватпăр, çитес 5 çул валли план хатĕрлетпĕр. Пирĕн тĕллев - тĕрĕслесе явап тыттарасси мар, çивĕч ыйтусене тупса вĕсене татса памалли çул-йĕре палăртасси".

"Çакнашкал тĕрĕслевсен усси пур паллах: комисси пирĕн лайăх енсемпе пĕрлех мĕн туса çитерейменнине те палăртать. Пĕтĕмлетÿсем тăрăх ЧР Министрсен Кабинечĕ тивĕçлĕ йышăнусем тăвĕ, - пĕлтерчĕ М.Игнатьев. - Тепĕр хут аса илтеретĕп: влаç органĕсемшĕн халăха хÿтĕлессин тата хăрушсăрлăх ыйтăвĕсем яланах тĕп вырăнта тăраççĕ. Тĕрлĕ шайри влаç органĕсем пĕр-пĕринпе çыхăнса ăнăçлă ĕçлени инкек-синкеке вăхăтра сирсе яма май парать".

И.КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.