Çу уйăхĕн вĕçĕччĕ ун чухне. Ачасен кăмăлĕсем унчченех каникултаччĕ. Апла пулин те шкулта кашнине чуна савăнтаракан самант куллен иртетчĕ. Учителе урок ыйтнине лайăх каласа пани, «пиллĕк» е «тăваттă» паллă илни чун уявĕ мар-и ха тата?
«Тусу хăвăнтан лайăхрах пултăр», — теççĕ халăхра. Чăн та, ун пек юлташран ыррине кăна вĕренме пулать. Пĕри пултаруллă-и? Тепри те унран юлмасть. Çапла иккĕшĕ пĕр-пĕрне хавхалантарса, ырă тĕслĕх парса çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăваççĕ.
Эпир сĕтел çинче салфетка курма хăнăхнă. Унран мĕн-мĕн тума пулнине вара пурте пĕлмеççĕ. Ăста алăллă çын çак çÿхе те кăпăшка хута самантрах чĕрĕ сăн кĕртĕ. Тепĕр тесен, ăна туянма та хаклă мар. Эппин, шухăш вĕçевне ирĕк парса пултарулăхăра аталантарма ан ÿркенĕр. Çине тăни тата чăтăмлăх кăна кирлĕ.