Комментари хушас

15 Çу, 2014

Ахаль салфеткăран – илемлĕ чечек

Эпир сĕтел çинче салфетка курма хăнăхнă. Унран мĕн-мĕн тума пулнине вара пурте пĕлмеççĕ. Ăста алăллă çын çак çÿхе те кăпăшка хута самантрах чĕрĕ сăн кĕртĕ. Тепĕр тесен, ăна туянма та хаклă мар. Эппин, шухăш вĕçевне ирĕк парса пултарулăхăра аталантарма ан ÿркенĕр. Çине тăни тата чăтăмлăх кăна кирлĕ.

«Кĕлчечек»

Ку ĕçе пурнăçлама икĕ е виçĕ сийлĕ салфетка кирлĕ. Виçĕ сийлисене уйăрсан чечек илемлĕ-рех тата типтерлĕрех курăнĕ. Хĕрлĕ тата симĕс тĕслĕ пĕр сийлĕ салфетка илетпĕр: пĕринчен чечек папки, тепринчен тунипе çулçи пулĕç. Малтанах хĕрлĕ тĕслине сарса хумалла. Унăн пĕрре виççĕмĕш пайне асăрханса касса илĕр. Салфеткăна варринчен хуçлатăр. Шăпах çÿлти пайне ÿкерчĕкри пек аялалла авса антарăр. Çÿлти йăрăмне сулахай алăн шĕвĕр пÿрни тавра çавăрăр. Кĕлчечек папки хатĕр. Пĕр кĕтесĕ кăштах тухса тăрĕ. Ăна çÿлерех туртса кăларăр та айккинелле авăр. Чечек папкине кăпăшкалатăр, анчах ан лÿчĕркĕр.

Туни валли пĕр сийлĕ салфетка кирлĕ, е ун вырăнне виçĕ сийрен пĕринпе усă курма пулать. Салфеткăна чечек папкин чĕркенĕ вĕçĕ тавра ÿкерчĕкре кăтартнă пек çавăрăр. Туна варринче çулçă хăварма ан манăр.

Çак ĕçсене вĕçленĕ хыççăн эсир хăвăр алăпа ăсталанă илемлĕ чечекпе киленме пултаратăр. Кĕлчечек хатĕр. Ун пеккисене темиçе те тусан вара çывăх çынсене савăнтарасси пирки ан иккĕленĕр.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.