Илем кÿрет кăна мар

«Тусу хăвăнтан лайăхрах пултăр», — теççĕ халăхра. Чăн та, ун пек юлташран ыррине кăна вĕренме пулать. Пĕри пултаруллă-и? Тепри те унран юлмасть. Çапла иккĕшĕ пĕр-пĕрне хавхалантарса, ырă тĕслĕх парса çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăваççĕ.

Çак икĕ хĕрача пирки те çавнах каламалла. Наташа Федорова тата Карина Федосеева 5-мĕш класра вĕренеççĕ. Виççĕмĕш класра чухнех алă ĕçĕпе аппаланма пуçланă вĕсем. Ун чухне ку кружока Алина Ивановна Якимова вĕрентекен ертсе пынă. Халĕ вара ал ĕç ăстисене пултарулăха туптама Эльвира Витальевна Васильева пулăшать. Хĕрачасем кăçал пушмак, тапочкă тата илемлĕ те усăллă япала чылай çыхнă. Пĕр кăсăклансан çав ĕçрен уйрăлма йывăр çав. Уроксен хушшинчи тăхтавсене те усăллă ирттереççĕ вĕсем — шăнкăрав пулнă-пулманах çыхмалли хатĕрĕсене туртса кăлараççĕ.

— Вĕренме тытăнсан малтанах йывăртарахчĕ, кайран çăмăллансах пычĕ. Икĕ-виçĕ кунтан хăнăхсах çитетĕн, — йăл кулать Наташа.

Камран тĕслĕх илмелли пурах çав вĕсен. «Улми йывăççинчен аякка ÿкмест», — тесе ахальтен каламаççĕ вĕт. Хĕрачасен амăшĕсем те ăста. Наташăн амăшĕ çăматă тăвать, Каринăн вара ăна пулăшать, тĕрĕсемпе те кăсăкланать, кавир тĕртсе куравсене хутшăнать.

— Аннене йывăррине туятăп. Кăçатă йăвалакансен сывлăхĕ час хавшать вĕт. Анчах вăл пĕрре те ĕçсĕр пурăнаймасть, — тет Наташа.

Çакă вĕсене мĕн пĕчĕкренех кирек епле йывăрлăха та парăнтарма, чăтăмлă та ĕçчен пулса ÿсме май парать.

Хĕрачасен ялĕсем пĕр-пĕринчен инçе мар вырнаçнă: Наташа Ямашран, Карина Вăрманкассинчен. Пĕр-пĕрин патне пуçтарăнсан ал ĕçĕпе хăтланасси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ.

Наташăпа Карина — класра чи-чи пултаруллисем. Шкул уявĕсенче юрлаççĕ те, ташлаççĕ те, тĕрлĕрен конкурса хутшăнаççĕ, предмет олимпиадисенче палăраççĕ. Вĕрентекенсем вĕсене тыткаларăшне кура та мухтаççĕ.

Шкул музейĕ çумĕнче «Шырав» кружок ĕçлет. Унта çÿрекен Карина ялта халăх сăмахлăхне чылай пуçтарнă. Уйрăмах Наçтаç инке каласа пани килĕшнĕ ăна. Класра альбом та хатĕрленĕ. «Шырав» кружока çÿрекенсем ял историне тĕпченĕ çĕре те хутшăнаççĕ.

«Чăнах та, ĕç çынна илем кÿрет çав», — теççĕ хĕрачасем хăйсем ăсталанă япаласене кăмăллăн сăнанă май.

Лариса ПЕТРОВА.

Çĕрпÿ районĕ,

Ямаш шкулĕ.

 

Лариса ПЕТРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.