Алла е киçтĕк тытать, е йĕппе çип...

2 Çĕртме, 2016

Çу уйăхĕн вĕçĕччĕ ун чухне. Ачасен кăмăлĕсем унчченех каникултаччĕ. Апла пулин те шкулта кашнине чуна савăнтаракан самант куллен иртетчĕ. Учителе урок ыйтнине лайăх каласа пани, «пиллĕк» е «тăваттă» паллă илни чун уявĕ мар-и ха тата?

4 «а» класа Диана Тетерина пур предметпа та лайăх паллăсемпе вĕçлерĕ. Çавăнпа та класс ертÿçине Любовь Макаровна Григорьевăна тимлĕн итлерĕ. «Ÿссен эпĕ те Любовь Макаровна пекех хастар педагог пулăп. Ачасене тарăн пĕлÿ парас тесе чунтан тăрăшăп», — ĕмĕтленет учитель çинчен куçне илме пĕлмесĕр.

Акă куçĕ умне пулас вăхăт тухса та тăчĕ...

...Авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕ. Тĕкĕр умне пырса çеç тăнăччĕ вăл, хăйне ашшĕ ячĕпе чĕннине илтех кайрĕ.

— Диана Александровна! — терĕ палланă сасă.

Вăртах çаврăнчĕ вăл. Хыçра шăллĕ тăра парать иккен.

— Ах, чун тухса ÿкетчĕ...

— Çапла чĕннине хăнăхма тивĕç, аппа, — тет шăллĕ çаплипех кулкаласа. — Паянтан эсĕ — учительница.

Урок тухнине систерекен шăнкăрав Дианăн шухăш çăмхине чăл-пар салатрĕ. Ачасем пĕри те, тепри коридора васкарĕç. Хĕрача вара тĕрлеме пуçланă сăмса тут-рине парта çине кăларса хучĕ. Аллине йĕппе çип илсе малалла васкамасăр ĕçлеме тытăнчĕ.

Чăваш эрешне хитре те илемлĕ тĕрлекенсенчен пĕри вăл — Диана. Тирпейлĕскер ку ĕçе пĕрремĕш класранпах юратать.

— Тĕлĕнмелле тăрăшуллă хĕрача вăл. Почеркĕ çав тери хитре, тĕрри те куçа илĕртмелле пулса тухать тата. Унăн ĕçĕсенчен час-час курав та йĕркелетпĕр. Куракан пултарулăхĕнчен тĕлĕнет, пĕрле вĕренекенсем вара мăнаçланаççĕ, мухтанаççĕ. Хамăн вĕренекен çакнашкал хастар пулнăран чун хĕпĕртет, — тет класс ертÿçи Любовь Макаровна Григорьева.

Атнашран Шăхасан шкулне вĕренме çÿрекен Диана Тетерина пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ çав. Тĕрĕ тĕрленипе çеç çырлахмасть вăл, ташлама та ăста. Унсăр, тен, сцена та илемсĕр курăнĕччĕ-и? Çаврăнуллă ташшипе пурне те хаваслантарать, ырă кăмăл парнелет.

Ÿкерме те маттур. Шурă хут çине такама та, теме те сăнарлама пултарать: урамра хаваслă чупакан ачасене те, тин çеç тухнă чăх чĕпписене те, куçа илĕртекен хурăнлăха та, тÿперен савăк кăмăлпа пăхакан сап-сарă хĕвеле те...

 

Элиза ВАЛАНС.

Канаш районĕ,

Шăхасан.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.