Аслă ăру
Çăкăр тарпа пиçет
Клик мучи
Муркаш районĕнчи Ваçкассинчи Гельмас Иванов 1934 çулта çуралнă. Пурнăç урапи пĕр чарăнмасăр малалла шăвать. Сисмесĕрех Кĕлик мучи 84 çула çитрĕ. Мăшăрĕпе Галина Ионовнăпа 9 ача çуратса ÿстернĕ. Шел, кĕçĕн ывăлĕн ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ. Пурнăçран 12 çул каяллах уйрăлчĕ. Хальхи вăхăтра Ивановсен сакăр ывăлĕ-хĕрĕсĕр пуçне вунă мăнукпа сакăр кĕçĕн мăнук.
Чунра та канлĕ
«Хурçă ут» умне виççĕн пĕшкĕннĕ те хĕрсех тем сÿтсе яваççĕ. Пĕри пысăк тимĕр мăлатук илсе шаккама пикенчĕ. «Ĕçлемелле чухне чăхăмлать», — пăшăрханнине пытармарĕ арçын. Уй-хир тахçанах пушаннă пулин те, механизаторшăн хуçалăхра ĕç тупăнсах тăрать: техникăна юсамалла, фермăра пулăшмалла. «Алă усса ларма хăнăхман эпир», — терĕ вăл. Вăтăр çул ытла ĕнтĕ вăл тракторпа ĕçлеме тытăнни. Çуллен ака-сухана хутшăнать.
«Ашак пек ĕçлесе ĕмĕр иртрĕ»
«Эпир ĕçлесчĕ тесех ĕçленĕ. Халĕ те ĕçлемесĕр пурăнаймастăп. Ун пек хăнăхман та… Ĕç пурнăçа тытса тăрать», — тет Красноармейскинче пурăнакан Зоя Аркадьева. Вăл Первомайски урамĕнче вырнаçнă çуртне ирхине пиллĕкре тухса каять те хваттерне каçхине кăна таврăнать. Сакăр теçетке çула хыçа хăварнă Зоя Аркадьевна килти хушма хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх тытать, пахча çимĕç ÿстерет.