Комментари хушас

7 Нарăс, 2018

Клик мучи

Муркаш районĕнчи Ваçкассинчи Гельмас Иванов 1934 çулта çуралнă. Пурнăç урапи пĕр чарăнмасăр малалла шăвать. Сисмесĕрех Кĕлик мучи 84 çула çитрĕ. Мăшăрĕпе Галина Ионовнăпа 9 ача çуратса ÿстернĕ. Шел, кĕçĕн ывăлĕн ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ. Пурнăçран 12 çул каяллах уйрăлчĕ. Хальхи вăхăтра Ивановсен сакăр ывăлĕ-хĕрĕсĕр пуçне вунă мăнукпа сакăр кĕçĕн мăнук.

Кĕлик мучи йышлă çемьере кун çути курнă. Унăн амăшĕпе ашшĕ, Елена Пахомовнăпа Иван Антонович, виçĕ ывăлпа икĕ хĕр кун çути кăтартнă, ура çине тăратнă. Паянхи куна çут тĕнчере Гельмаспа Раиса кăна пурăнаççĕ. Çемье пуçĕ Иван Иванов чылай хушă колхоз председателĕнче тăрăшнă. Çак ĕçе ăна 1941 çулта халăх суйланă. Ку вăхăтра ял совечĕн председателĕнче Нина Гаврилова ĕçленĕ. Паллах, вăрçă вăхăтĕнче никама та çăмăл тивмен. Ватти-вĕтти, вăй питти Çĕнтерĕве çывхартма ырми-канми тăрăшнă. Иван Антоновичăн аслашшĕ Антон Михайлович ĕçчен çын пулнă. Аслисем каласа панă тăрăх, вăл тăватă лашапа Кăмаша тăрăхĕнчи аякри вăрмана йывăç турттарма пĕчченех çÿренĕ, çурт-йĕр çавăрма хатĕрленнĕ. Йывăçне те пĕчченех тиенĕ, пушатнă. Вăрмана çĕрле тухса кайнă та каçхине кăна çаврăнса çитнĕ. Ял çыннисем унăн тулли лавне курсан яланах тĕлĕннĕ.

«Улми йывăççинчен аякка ÿкмест», — теççĕ. Кĕлик мучин ашшĕпе пĕр тăван пиччĕшĕ Егор Антонович, Граждан вăрçинче Хĕрлĕ Çар офицерĕ пулнăскер, ялтан инçех мар вырнаçнă Тимкасси вăрманĕ патĕнче коммуна йĕркелеме пуçланă. Анчах кунта çĕрсем сахалран ĕçе вĕçне çитереймен. Влаçра ларакансем хушнипе Çĕмĕрле районĕнчи вăрманта çак ĕçе малалла тăснă. Йывăçсем касса лаптăка тымарĕсенчен тасатнă. Тыр-пул çитĕнтерме уй хатĕрленĕ. Йывăçсенчен хăйсене пурăнма çурт-йĕр çавăрнă. Çапла вара вăрман варринче Волга ятлă ял ÿссе ларнă. Кунта пурăнакансем колхоз йĕркеленĕ. Ăна никĕслекенсем — ытларах Ваçкассинчен тухнă çынсем. Вăтăр киллĕ яла Чăваш Республикин карттине те кĕртнĕ. «Хушăран тăвансене курма унта кайкаласа килетпĕр », — каласа парать мучи. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.