Комментари хушас

«Ялта çуралса ÿснĕ çын çĕре юрататех», — тет Вăрнар районĕнчи Çĕнĕ Кипекре пурăнакан Людмила Иванова.
Людмила Ильинична чечек кăмăллать. Çуллахи вăхăтра унăн пахчине вĕсем илем кÿреççĕ. Пахчара çеç мар, пÿлĕмре те чылай чечек.
Ĕмĕрĕпех Кĕçĕн Кипекри участок больницинче акушеркăра ĕçлесе пурăннăскер илем тĕнчине кăмăллани кăсăклантарчĕ мана. «Эпĕ ача чухне çĕрпе ĕçлеме юрататтăм. Вунă класс пĕтернĕ хыççăн Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне вĕренме кĕрес шутпа хулана кайрăм. Питĕ агроном пулас килетчĕ. Шел, экзаменра физикăпа «3» паллă илтĕм те пăрахса килтĕм. Ун чухне аслă шкула вĕренме кĕмешкĕн конкурс пысăкчĕ», — калаçăвне малалла тăсрĕ сакăр теçетке çултан иртнĕ ватă.
Вырăнти хуçалăхра çулталăк ĕçленĕ хыççăн вăл Канашри медицина училищине вĕренме кĕнĕ. Çак профессипе хăйĕн кун-çулне çыхăнтарнă, медицинăра 40 çул вăй хунă. Ял çынни ăна «тухтăр» ятпа хакланă. Унсăрăн епле? Ватти-вĕттин сывлăхĕшĕн яваплă пулнă вăл. «Ун чухне çемьесенче ача-пăча чылайччĕ. Час-часах чирлетчĕç. Çур çĕрте те килсе чĕнекен пулнă — кайнă. Алăка, кантăка нихăçан та питĕрмен. Сас-чÿ илтĕнсенех хам пата килнине туйнă. Юрать, мăшăр ăнланатчĕ. Вăл хăй те зоотехникра вăй хунă. Выльăх-чĕрлĕх аптăрасан ял çыннине пулăшма тăрăшнă», — терĕ Людмила Ильинична. Сăмах май, хĕрĕсем амăшĕн профессине суйласа илнĕ, иккĕшĕ те медицина сестрисем.
Пахча çимĕç, чечек калчисене Людмила Ильинична хăех туса илет. Ытлашшине ял çыннине парать. Арпус-дыня та çитĕнтернĕ. Анчах юлашки çулсенче çанталăк йĕпе пулнăран вĕсем пулса çитейменнине палăртрĕ.
Тĕрлĕ сăнав тума юратать вăл. Сăмахран, çĕр улмине маларах икĕ хутчен çитĕнтернĕ. Ир пулаканнине купаласан касă хушшине тепĕр сорт лартса хăварнă. Малалла вулас...

Валентина ПЕТРОВА.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.