Ташă уявĕ йыхравлать

16 Пуш, 2020

Кăçал Шупашкарта иртекен Пĕтĕм тĕнчери 24-мĕш балет фестивальне Чăваш автономи облаçне йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине халалланă.

Классика ташшин уявĕ ака уйăхĕн 3-12-мĕшĕсенче иртĕ. Çавна май ĕнер Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче журналистсем валли пресс-конференци йĕркелерĕç.

Театр директорĕ Валерий Клементьев пĕлтернĕ тăрăх, программăра — тĕнче шайĕнчи пилĕк спектакль тата икĕ концерт. Ют çĕршывсенчен — Англирен, Швейцарирен, Францирен, Латвирен, Кăркăсстанран — хăнасем килессе шантараççĕ.

Театрăн балет труппин пултарулăх ертÿçи Данил Салимбаев кашни спектакль пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Иккĕшĕ ютрисен ĕçĕсем. Самарти академи оперăпа балет театрĕн «Эсмиральда» /Ц.Пуни/ балетне Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ, «Балет» журнал премийĕн лауреачĕ Юрий Бурлаки лартнă. Тепри — Чулхула патшалăх академи оперăпа балет театрĕн «Корсар» балечĕ. Ăна та сцена çине «Балет» журналăн преми лауреачĕ Морихито Ивата кăларнă. Ытти спектакль — «Баядерка» /Л.Минкус/, «Лебединое озеро» /П.Чайковский/, «Дон Кихот» /Л.Минкус/ — хамăрăн театр ĕçĕсемех. Анчах та унти тĕп партисене Мускаври Пысăк театр, «Кремль балечĕ», Санкт-Петербургри патшалăх академи балет театрĕсен солисчĕсем, ют çĕршывсенчен килнĕ артистсем ташлĕç.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментари хушас