Студентсемпе тĕл пулни кăмăла çĕклет

19 Кăрлач, 2018

Паян РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн пĕрремĕш заместителĕ Николай Федоров Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн çĕнĕ оборудованипе пуянлатнă лабораторийĕсемпе компьютер класĕнче пулса курчĕ.

Çăкăр пĕçерме вĕрентекен ăслăлăх-производство лабораторийĕнче академии ректорĕ Андрей Макушев ăна йĕркеленин тĕллевĕпе паллаштарчĕ, кăçал инженер-технологсен 20-мĕш кăларăмĕ вĕренсе тухасси çинчен пĕлтерчĕ. Биотехнологипе ял хуçалăх продукцине тирпейлекен кафедра доценчĕ, лаборатори заведующийĕ Ольга Маркитанова студентсене, уйрăмах куçăн мар майпа вĕренекеннисене, кунта питĕ килĕшнине каларĕ. Çамрăксем ку чухнехи оборудовании пулăшнипе çĕнĕлле ĕçлеме, çăкăрпа булка продукцийĕн ассортиментне шута илме хăнăхаççĕ.

Мускав хăни ытти лабораторипе те савăнса паллашрĕ, вĕсем çĕнелсе, пурлăх енчен пуянланса пынине асăрхарĕ. «Çавра сĕтелри» тĕл пулура студентсемпе тĕл пулни унăн кăмăлне яланах çĕкленине пытармарĕ. Вĕсен ыйтăвĕсене хаваспах хуравларĕ.

Теги: 

Комментари хушас