Уйрӑм ыйтусене полпредпа сӳтсе яврĕҫ

24 Ака, 2019

Юнкун Шупашкарта пулнӑ май Раҫҫей Президенчĕн федерацин Атӑлҫи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров Правительство ҫуртĕнче республикӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвĕн уйрӑм ыйтӑвĕсемпе канашлу ирттерчĕ.

Сӑмах чи малтанах наци проекчĕсене пурнӑҫласси пирки пычĕ. Полпред палӑртнӑ тӑрӑх, ӑнӑҫусемпе пĕрлех республикӑн ку енпе ҫитменлĕхсем те пур. Игорь Комаров тĕрлĕ ҫул-йĕрпе палӑртнӑ кашни нацпроектпа килĕшӳллĕн пурнӑҫламалли ĕҫсем ҫинче чарӑнса тӑчĕ.

ЧР Пуҫлӑхĕ Михаил Игнатьев республикӑра 11 нацпроекта пурнӑҫламалли проектсем хатĕррине ҫирĕплетрĕ. Чӑваш Ен вĕсене тӳрре кăларассишĕн пĕтĕмпех тӑвĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментари хушас