Шупашкар татах чиперленĕ

21 Нарăс, 2019

Республика тĕп хулине никĕсленĕренпе кăçал 550 çул çитет. Сумлă юбилее вăл хăйĕн сăнне палăрмаллах капăрлатса кĕтсе илме хатĕрленет. Юлашки çулсенче çĕнĕ обьектсем, пурăнмалли çуртсем хута кайрĕç, Атăл хĕрри илемленчĕ, ытти те. Ĕнер РФ строительство, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн заместителĕ Андрей Чибис халăх йышлă çÿрекен вырăнсене епле хăтлăлатнипе паллашрĕ, чылай объекта çитсе курчĕ.

Мускав хăни малтан Атăлăн Мускав районĕн хутлăхĕнчи çыранне çитсе курчĕ. «Раççей Федерацийĕнче 2011-2018 çулсенче шалти тата тулашĕнчи туризма аталантарасси» тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн çыран хĕрринче 4 километра яхăн автомашинăпа, велосипедпа тата çуран çÿремелли çул, тасатакан 3 сооружени, спорт лапамĕсем, кану вырăнĕсем тунă, тĕп пляж территорине хăтлăлатнă. Кăçал çак ĕçе малалла тăсмалла. Хĕрлĕ тÿремре 6,2 гектар йышăнакан территорине реконструкцилемелле, шыв хĕррине анмалли вырăна ешĕллетмелле. Шупашкар кÿлмекĕ таврашне те тирпей-илем кÿмелле. Пĕтĕмпе 1,3 млрд тенкĕлĕх ĕç пурнăçламалла.

Шупашкар хула администраци пуçлăхĕн заместителĕ Владимир Филиппов Андрей Чибиса çул картти çинче Атăлăн Мускав çыранĕнче тата мĕнле обьектсем пулмаллине кăтартрĕ. Владимир Иванович ырă сăмаха кĕтсе илчĕ пулин те, асăрхаттару та тупăнчĕ: ача-пăчана вылямалли вырăнсем сахал иккен. Çу кунĕсенче ашшĕ-амĕшĕн юхан шыв мăнаçлăхĕпе киленнĕ вăхăтра вĕсен мĕн тумалла? Паллах, вăйă лапамĕнче йăпанмалла.

Атăлăн Çĕнĕ Шупашкар тĕлĕнчи Винокуров урамĕнчен пуçласа Женя Крутова урамне çити тăсăлакан çыранĕн хăтлăхĕпе те паллашрĕ Андрей Владимирович.

Сăн ÿкерчĕксем...

www.hypar.ru

Валентин ГРИГОРЬЕВ. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ. 

Теги: 

Комментари хушас