"Советская Чувашия" хаçат парнисемшĕн

8 Авăн, 2015

Спортра кунашкалли тăтăшах пулкалать. Ÿт-пĕве сивĕ чĕпĕтет-и, хĕвел çунтарать-и, çумăр лÿшкет-и - старта пурпĕр тухмалла. Шăматкун «Советская Чувашия» ха­çатăн парнисене çĕнсе илессишĕн «Олимпийский» стадионта иртнĕ спорт фестивалĕ - çăмăл атлетика эстафети вăхăтĕнче те çанталăк атлетсен чăтăмлăхĕпе паттăрлăхне тĕрĕслерĕ.

Кĕрхи çанталăк савăнтармарĕ пулин те çынсен кăмăлне хуçмарĕ. Йăлана кĕнĕ ăмăртăва спортпа туслисемпе сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан 4000 ытла çын хутшăнчĕ. Совет Союзĕн икĕ хут Геройне А.Г.Николаев космонавт летчикне асăнса 77-мĕш хут иртнĕ чупăва республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен, патшалăх тата вырăнти влаç органĕсен, спорт ветеранĕсен, çемье, шкул, студентсен, ĕç коллективĕсен командисем тупăшрĕç. Спорт уявне йăлана кĕнĕ тăрăх эстафетăна хутшăнакансен парачĕ уçрĕ. Вĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, çĕршыври çăмăл атлетсен пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ, Олимп чемпионĕ Юрий Борзаковский, пирĕн паллă ентешĕмĕр, 1972 çулхи Хĕллехи Олимп вăййисен çĕнтерÿçи Владимир Воронков, РФ Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Олимп чемпионки Елена Николаева, "Советская Чувашия" хаçатăн тĕп редакторĕ Владимир Васильев тата ыттисем саламларĕç. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.