Шупашкарти балет фестивалĕнче ача-пăча спектаклĕсем те пулĕç
Кĕçнерникун, Ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕ пуçланать. Театрăн балет труппин ертÿçи Данил Салимбаев пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи фестивале Раççейри паллă балетмейстер Мариус Петипа /1818-1910/ çуралнăранпа 200 çул çитнине халалланă.
Фестиваль «Петипа-гала» концертпа уçăлĕ. Сумлă мероприятие яланхи пекех паллă артистсене йыхравланă. Унта Францири Бордо театрĕн солисчĕсем Роман Михалев, Сара Ренда, Эмилия Черрути, Марк-Эммануэль Заноли ташлĕç. Юлашки гала-концерта Михайлов (Санкт-Петербург), Мариинка, Станиславский ячĕллĕ театрсен, Кремль балечĕн (Мускав), Узбекистанри театр солисчĕсем хутшăнĕç. Чăваш Ене Пермьри «Евгений Панфилов балечĕ» театр тата Мускаври Н.Касаткинăпа В.Василевăн балет театрĕн трупписем килсе çитмелле.
Кăçалхи фестивалĕн тепĕр уйрăмлăхĕ — ача-пăча спектаклĕсем кăтартни. Пĕчĕк куракансене «Золушка» тата «Чиполлино» балетсене йыхрпавлаççĕ.
Комментари хушас