Шупашкарта Туслăх çурчĕ уçăлчĕ
Кăçал Туслăх çуртне юсаса реконструкцилеме республика бюджетĕнчен 10 миллион тенкĕ укçа уйăрса панă. Юлашки 2-3 уйăхра унта строительсем куç хупмасăр ĕçленĕ темелле. Çапла юсавăн пĕрремĕш тапăрĕнче ума лартнă тĕллеве — Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕ тĕлне çурта уçассине — пурнăçланă.
Мероприятие ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Птшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Раççей Халăхĕсен ассамблейин канашĕн председателĕ Светлана Смирнова, Шупашкар хула пуçлăхĕ Евгений Кадышев, ЧР Халăхĕсен ассамблейин канашĕн председателĕ Лев Кураков, ЧР культура министрĕ Константин Яковлев, наци культура пĕрлĕхĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç.
Хĕрлĕ хăйăва касса çурта кĕнĕ хыççăн республика ертÿлĕхĕпе хăнасем наци культура пĕрлĕхĕсен хастарĕсен пултарулăх ушкăнĕсен юрри-ташшипе киленчĕç, наци апачĕн, халăх промыслин, тĕрлĕ халăх ÿнерçисен куравĕсемпе паллашрĕç, акт залĕнче «Пирĕн пуласлăх туслăхра» фильмăн сыпăкне пăхрĕç. Унтан конференц-залра пĕрремĕш мероприяти — патшалăх наци политикине пурнăçа кĕртес ĕçри малашлăхсем çинчен «çавра сĕтел» иртрĕ. Михаил Игнатьев, Валерий Филимонов, Светлана Смирнова, Лев Кураков, Евгений Кадышев, наци культура пĕрлĕхĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç унта, умри тĕллевсене палăртрĕç. Михаил Васильевич Туслăх çурчĕн иккĕмĕш тапхăрне çитес çул малалла тăсассине пĕлтерчĕ. Çак ĕçсене пурнăçлама 2018-2019 çулсенче 16,5 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă. Çав шутра 11, 5 миллионне — федераци бюджетĕнчен.
Халăхсен представителĕсен вăйĕпе вара çитес çуркунне Туслăх паркне хывса хăварасшăн.
Миша ГРИГОРЯН, Чăваш халăх, Раççей тава тивĕçлĕ художникĕ:
— Эпĕ — эрмен. 70 çул каялла сăртлă-туллă хутлăхра — Ленинакан хулинче — çуралнă. Художник пĕлĕвне илнĕ хыççăн направленипе Шупашкара килнĕ. Çав тапхăртанпах хама тăван çĕрĕм-шывăмра пурăннă пекех туятăп. Манăн хăтлă хваттер, юратнă ĕç пур. Кунта эпĕ ахаль ÿнерçĕрен Чăваш халăх, Раççей тава тивĕçлĕ художникĕ таран çĕклентĕм, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика уиниверситечĕн живопиç кафедрин доценчĕ пулса тăтăм, чăваш çамрăкĕсене илемлĕх туйăмне çĕклеме пулăшатăп. Федор Достоевский çыравçă: «Тĕнчене илем çăлĕ», — тенĕ. Эпĕ вара тата çапла хушса каласшăн: «Тĕнчене туслăх çăлĕ».
Ферит ГИБАТДИНОВ, Чăваш Республикинчи тутарсен наци культура автономийĕн председателĕ:
— Çапла çирĕплетсе калама пултаратăп: Чăваш Енри тутарсем хăйсене паян хăтлă туяççĕ. Республикăри наци культура автономийĕпе Мăсăльмансен тĕн управленийĕ тутар халăхĕн ырлăхĕшĕн пĕрле килĕштерсе ĕçлеççĕ. Чăвашсемпе те, ытти халăх çыннисемпе те туслă пурăнатпăр. Çак кунсенче Шупашкарта Чăваш наци конгресĕн Х Аслă пухăвĕ иртрĕ. Эпĕ те хутшăнтăм унта. Мана, тутара, чăвашсем мĕн çинчен калаçнине куçарса пама тивмерĕ, кашни сăмахне ăнланса итлесе лартăм. Халăхсен туслăхĕн çурчĕ вара — тахçанхи ĕмĕт. Тинех пурнăçланчĕ. Вăл пирĕн тĕллевсене çул уçса пырасса шанатăп.
Комментари хушас