Шупашкарта автобус 8 машинăпа çапăннă
Паян ирхи 7 сехет те 30 минутра Шупашкарти Мускав кĕперĕ çинче пысăк инкек пулнă. Автобус харăсах сакăр машинăпа пырса çапăннă.
Çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕнче инкек сăлтавне уçăмлатма хальлĕхе тăхтаса тăчĕç. Унта «Хыпар» издательство çуртне пĕлтернĕ тăрăх, специалистсем авари вырăнĕнче малалла ĕçлеççĕ. Эпир Чăваш Енри Шалти ĕçсен министерствин пресс-службипе те çыхăнтăмăр. Унта пире аварие лекнĕ автобус 12-мĕш маршрутпа çÿрекенскер пулнине, руле 23 çулти каччă тытса пынине пĕлтерчĕç. Салонта 5 пассажир пулнă. Вĕсенчен нихăшĕ те тухтăр пулăшăвĕ ыйтса больницăна кайман. Инкеке лекнĕ автомобильсен водителĕсене тĕрĕсленĕ те нихăшĕ те ÿсĕр марри палăрнă. Водитель ăнлантарнă тăрăх, автобусăн кĕтмен çĕртен тормозĕ ванса кайнă.
Чăваш Енĕн Транспорт министерстви те инкекре никам та аманнине пĕлтерет.
Комментари хушас