Шкула лекес тесе тăван патне каяççĕ

21 Нарăс, 2017

Кăçал Чăваш Енри шкулсене пĕрремĕш класа 15736 ача кайĕ, çак йышран 65,6 проценчĕ хулари шкулсене çÿреме тытăнĕ. Шупашкарта заявленисене электрон майпа пухаççĕ. Шкул урати патĕнче кĕпĕрленме тивменрен ку хыпара ашшĕ-амăшĕ ырласа йышăннă. Анчах йывăрлăх та пур. Республикăн Правительство членĕсемпе эрнесерен иртекен канашлура Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков тепĕр шкула вĕренме кĕме заявлени йышлине, анчах вырăн çителĕксĕррине пĕлтернĕ.

Çивĕч çак ыйту Шупашкарти 59-мĕш тата 61-мĕш шкулсенче, 2-мĕш тата 4-мĕш гимназисенче уйрăмах сисĕнет. Килĕшекен шкула лекес тесе теприсем ачасене тăван-пĕлĕш патне патне пропискăна ятарласа тăратаççĕ. Алексей Ладыков пĕлтернĕ тăрăх, хăш-пĕр хваттерте тĕрлĕ хушаматпа тăватă ача пропискăра тăрать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев капла пулăма ырламасть, мĕншĕн тесен вырăнти микрорайонта пурăнакансен ачисем тăван тăрăхри вĕренÿ заведенине лекеймĕç. Унтан та ытларах - ун пек хăтланакансен çулне пÿлмелле. Çак тĕллевпе муниципалитет ертÿçисен прокуратурăпа тата Шалти ĕçсен министерствипе пĕрле пулса тĕрĕслемелле.

Рубрика: 

Комментари хушас