Сĕт ытларах тупăш кÿрĕ

24 Авăн, 2018

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунтикунсерен ирттерекен канашлура Шупашкарта иртнĕ эрнере уçăлнă сĕт завочĕ пирки те калаçу пулчĕ.

Завод хупăннине пула республика сĕтĕн пысăк пайне темиçе çул Чăваш Ен тулашне «чĕрĕллех» ăсатнă, пысăк тупăш çухатнă. Халь «ытлашшине» хамăр патрах тирпейлеме май пур. «Добрая буренка» маркăпа туса кăларакан хатĕр продукцие вара ытти региона кăна мар, ют çĕршыва та ăсатас тĕллевлĕ.

Завод хуçалăхсенчен кăна мар, халăхран сутăн илекен сĕте те тирпейлĕ. Анчах халăхран пухаканнин пахалăхне лайăхлатмалла. «Хуçалăхсенчен йышăнакан паха сĕтĕн пĕр литрĕн хакĕ 20 тенкĕрен аяларах анман, халăхран сутăн илекеннин хакĕ вара пахăлĕхĕ пĕчĕккине кура 12-13 тенкĕ кăна», - сĕте шыв хушас йăларан хăтăлмаллине палăртса каларĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Сăмах май, унччен сĕте юта ăсатни улталанас хăрушлăхпа та çыхăннă. Ульяновска ăсатса пирĕн чылай предприниматель шăнман пăр çине ларса юлнă-мĕн — 300 миллион тенкĕлĕх. Пĕтĕмпе вара çав «бизнесменсем» тĕрлĕ регионта пухнă сĕтшĕн 3,5 миллиард тенкĕ тÿлесе татман. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов çак тĕслĕхпе Ульяновскри право хуралĕн органĕсенчен пулăшу ыйтнине çирĕплетрĕ, ĕç-пуç мĕнпе вĕçленесси уçăмсăр-ха.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас