Юр-вар хатĕрлеме тытăнчĕç

20 Авăн, 2018

Шупашкарти сĕт заводне реконструкцилесе модернизациленĕ хыççăн паян технологи линине ĕçе кĕртрĕç.

Ăна 2016 çулта Саратоври сĕт комбиначĕ туяннă. Çулталăк çурă каялла тĕпрен юсама тытăннă. Инженери оборудованине, цехсен çи виттине улăштарнă, вĕсене юсаса çĕнетнĕ, сĕтрен продукци хатĕрлемелли производство линийĕ вырнаçтарнă. Комбинат тĕллеве пурнăçлама нумай млн тенкĕлĕх инвестици хывнă.

Проект пирĕн компанишĕн çеç мар, Чăваш Еншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ, — терĕ комбинат директорĕсен канашĕн председателĕ Дмитрий Филимонов. — Мĕншĕн тесен республикăри хуçалăхсем сĕт нумай туса илеççĕ, пахалăхĕ лайăх, Шупашкарти сĕт завочĕ валли те çитет. Ăна тулашра мар, республикăрах тирпейлемелле. Çавăнпа кунта юр-вар хатĕрлеме хутшăнатпăр.

Предприяти 2016 çулта ĕçлеме чарăннă, — терĕ заводăн çĕнĕ директорĕ Алексей Гирюк. — Цехсене пĕрремĕш хут кĕрсе пăхса çаврăннине лайăх астăватăп: вĕсем юхăннăччĕ. Канализаци пăрăхĕсенче каяш тулнăран хура шыв юхса тăмастчĕ, пăрлă шыв станцийĕ çукчĕ, компрессор оборудованийĕ ĕçлеместчĕ, ытти чăрмав тухса тăчĕ. Республика администрацийĕ эпир Шупашкара килсен пирĕн ĕçсемпе кăсăклансах тăчĕ, çирĕпленнĕ монополистсемпе завод хушшинче сиксе тухнă ыйтусене татса пама пулăшрĕ. Экономика аталанăвĕн министерствин специалисчĕсем субсиди илмелли программăна хутшăнма документсем хатĕрлеме вĕрентрĕç. Ял хуçалăх министерстви завода сĕт туса илекен хуçалăхсемпе çыхăну йĕркелеме пулăшрĕ. Пирĕн умра чăннипех те пысăк тĕллевсем: 2021 çул тĕлне кашни çулталăкра предприятире 100 пин тонна таран юр-вар хатĕрлемелле, ассортимента пуянлатмалла.

Хуçалăхсенче сĕт туса илекенсене çак завод питĕ çывăх, — терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. — Ялсенчен кунта вун-вун çул чĕр тавар ăсатнă. Иртнĕ çулсенче пĕрремĕш инвестор — «Юнимилк» компани — производствăна ÿстерме шантарчĕ, анчах сăмаха çилпе вĕçтерчĕ. Иккĕмĕшĕ те — пĕтĕм тĕнчери «Данон» компани — завода аталантарма шантарчĕ. Унăн хăвачĕпе усă курса тупăш «уçларĕ», производствăна модернизацилессишĕн нимĕн те тумарĕ. Вĕсем хыççăн кунта Раççей предпринимателĕсем — патриочĕсем — килчĕç, предприятие тухăçлă ĕçлеттерессишĕн темиçе 100 млн тенкĕ инвестици хыврĕç. Цехсене çитес çулсенче модернизацилеме тата темиçе 100 млн тенкĕ уйăрма тĕллев лартаççĕ. Завод хатĕрлекен продукцирен тытакан налук бюджета пуянлатма пулăшать. Паллах, эпĕ предприяти ĕçлеме пуçланăшăн савăнатăп.

Михаил Игнатьева продукцие савăтсене тултаракан технологи линине ĕçлеттерсе ямалли пульта пусма шанчĕç. Машина сассăр ĕçлеме пуçларĕ те — кефир пачкисем шалтан вăльт-вăльт шуса тухрĕç…

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас