Шупашкарти сĕт-çу заводне юсаса çĕнетĕç

Шупашкарти сĕт-çу заводне юсаса çĕнетĕç. Пысăк калăпăшлă çак ĕçе пилĕк çулта пурнăçлама палăртнă.

Модернизаципе, реконструкципе тата завода тăвассипе çыхăннă ыйтусене Чăваш Енĕн Ял хуçалăх министерствинче ĕнер пăхса тухнă. Инвестици проектне пурнăçласси пирки предприятипе республикăн Правительстви килĕшÿ алă пусасшăн. Аграри ведомствинче иртнĕ канашлура ĕçлĕ çав хута тишкернĕ. 2017 çултан пуçласа 2021 çулччен тăсăлакан юсава 1,2 миллиард ытла тенкĕ хывмалла. Палăртнине пурнăçа кĕртсен 100 ытла ĕç вырăнĕ уçăлмалла.

Маларах эпир Чăваш Ен çĕршывра ирттерекен сĕт интервенцине хутшăнассине, унта Йĕпреç районĕнчи Пучинкери тата "Ядринмолоко" сĕт завочĕсем лекессине пĕлтернĕччĕ. 

 

www.hypar.ru

 

Вера ТИТОВА.

Комментари хушас