Сăр шывĕн хăватне ăша илсе ÿснĕ те...

3 Пуш, 2016

Çыннăн шăпи вăл хăйĕн кун-çулне кампа çыхăнтарнинчен нумай килет. Çапла, икĕ чĕрене пĕр тĕвве çыхаканĕ - юрату. Анчах çемьере пĕр тĕллев, пĕр ĕмĕт çук пулсан ăна вăйлă, çепĕç туйăм та çăлса хăвараймасть. Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕн пикине Надежда Вазяковăна шăпа Вăрнар районĕн арĕпе Анатолий Никитинпа тĕл пултарман тăк, тен, «Янташ» ушкăн та çуралаймастчĕ, паллă композитор çĕр-çĕр юрă та хайлаймастчĕ пуль. «Янташ» ушкăн тата Никитинсен туслă çемйи шăрантаракан юрăсем чăваш халăхĕн пурнăçне пуянлатаççĕ, чунне çунатлантараççĕ. Эмине ячĕллĕ преми лауреачĕ, «Тăван кĕвĕсем» ушкăна 14 çул ертсе пынă, вĕренÿ тытăмĕнче 45 çул ĕçленĕ Надежда Никитина пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче Шупашкарта Трактор тăвакансен культура керменĕнче 65 çулхи юбилейне халăхпа пĕрле уявлать. «Чуна уçса калаçар» рубрика тĕпелĕнче вăл пурнăçĕнчи хăш-пĕр самантпа хаваспах паллаштарма кăмăл турĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.