Правительство çуртĕнче чрезвычайлă лару-тăру тата пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе ĕçлекен комиссин ларăвĕ иртрĕ. Ăна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пычĕ. Унта пĕр ыйту пăхса тухрĕç.
Строительствăри проектпа шырав ĕçсемпе çыхăннă çĕнĕлĕх пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ тунтикунсерен ирттерекен канашлура строительство министрĕ Павел Данилов сăмах илчĕ.
Çитес çулхи кăрлачран тытăнса проектсене BIM-технологисемпе усă курса хатĕрлемелле. Калаçу информаци моделированийĕн техногийĕсем пирки. 3D-проектировани, çавнашкал ытти çĕнĕлĕх — поектсен пахалăхĕ çĕнĕ шая çĕкленмелле. Анчах хальлĕхе ку енĕпе ĕçлекенсем республикăра çук тесен те юрать.
Типĕ çанталăк кăçалхи тыр-пул тухăçне палăрмаллах чакарни çитмерĕ — çитес çулхине сиен кӳрес хăрушлăх та пур. Çакăн пирки ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура пăшăрхануллă калаçу пулчĕ.