Çĕнĕ технологисемпе усă курмалла
Строительствăри проектпа шырав ĕçсемпе çыхăннă çĕнĕлĕх пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ тунтикунсерен ирттерекен канашлура строительство министрĕ Павел Данилов сăмах илчĕ.
Çитес çулхи кăрлачран тытăнса проектсене BIM-технологисемпе усă курса хатĕрлемелле. Калаçу информаци моделированийĕн техногийĕсем пирки. 3D-проектировани, çавнашкал ытти çĕнĕлĕх — поектсен пахалăхĕ çĕнĕ шая çĕкленмелле. Анчах хальлĕхе ку енĕпе ĕçлекенсем республикăра çук тесен те юрать.
Олег Николаев шучĕпе, чылайăшĕ çĕнĕлĕх пĕлтерĕшне ăнланмасть-ха, вăхăт вара кĕскелсех пырать. Эппин, ку енĕпе ĕçлекенсене пĕр тăхтамасăр вĕрентессине йĕркелемелле. Проектпа смета документацийĕ пахалăхсăр пулнине кура мĕн чухлĕ нушаланатпăр, строительство-юсав ĕçĕсене пуçарсан проектсене тӳрлетме тивнĕ тĕслĕх мĕн чухлĕ! Çĕнĕ тенхнологи вара çавнашкал йăнăшсенчен сыхланма пулашать — вăл çынна йăнăшма памасть-мĕн.
Комментари хушас