Ял хуçалăхĕ

14 Ака, 2021

Çĕмĕрле районĕнче хăйăр карьерĕсем пулĕç

Ял хуçалăх çĕрĕсене урăх категорие куçарас ыйту тавлаштармарĕ. Экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Денис Спирин Çĕмĕрле районĕнчи 109 пин ытла тăваткал метр йышăнакан лаптăксем хăйăр карьерĕ валли кирлине палăртрĕ. Унтан кăларакан хăйăрпа пысăк хăвăртлăхлă М-12 автомагистрале тума усă курĕç. Хăйăр кăларнă хыççăн çав вырăнта кӳлĕ пулмалла.

30 Пуш, 2021

Ял хуҫалӑх ыйтӑвӗпе пӗрле ӗҫлесшӗн

Паян "Хыпар" Издательство ҫурчӗн директорӗ Татьяна Вашуркина Чӑваш Республикин АПК ветеранӗсен союзӗн председателӗпе Александр Самылкинпа тӗл пулчӗ.

Сӑмах май, ку тивӗҫе Александр Петровича кӑҫалхи нарӑсӑн 16-мӗшӗнче суйланӑ. Вӑл - Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн 3-мӗш созывӗн депутачӗ те (2002 ҫул).

Чӑваш Республикин АПК ветеранӗсен союзӗ вара 2012 ҫултанпа ӗҫлет. Халӗ унӑн ретӗнче - республикӑри 500-е яхӑн ҫын.

27 Пуш, 2021

Çĕнĕ Шупашкарта «Агровыбор» акци старт илчĕ

Иртнĕ çулхи раштав пуçламăшĕнче Шупашкарти волонтерсен «Агровыбор» альянсĕ ĕçлеме тытăннă. Паянхи кун ун йышĕнче — 14-70 çулсенчи 830 яхăн çын. Вĕсен хушшинче ял хуçалăх министерствин ĕçченĕсем те, ял хуçалăх предприятийĕсен ертӳçисем те, АПК ветеранĕсем те, çамрăксем те.

15 Нарăс, 2021

Вăрлăх хатĕрлеççĕ

Республикăри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче çуртрисене хатĕрлеççĕ.

Россельхозцентрăн Чăваш Енри филиалĕнче ĕнер пĕлтернĕ тăрăх, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕ тĕлне 47,7 тонна хатĕрленĕ: планпа пăхнин 99 проценчĕ. Çав шутран кондицие ларнин хисепĕ – 82 процент. Пилĕк районта вара паха вăрлăх кирлинчен те ытларах. Хуçалăхсем халĕ çинее тăрсах вăрлăха тасатса алаççĕ. Ку ĕçре 140 звено вăй хурать.

15 Кăрлач, 2021

Экспорт продукции АПК Чувашии в 2020 году превысил план

Экспорт продукции агропромышленного комплекса Чувашии в 2020 году превысил план. В 2020 году аграрии экспортировали продукцию на 34,8 млн. долларов США. Это на 30%  больше, чем в 2019 году.

Аграрии республики в прошедшем году впервые начали поставлять куриные лапки в Китай. Также были отгружены первые партии органического льна в страны Европы.

Основная доля агроэкспорта пришлась на продукцию глубокой переработки.

Pages