Çĕнĕ Шупашкарта «Агровыбор» акци старт илчĕ

27 Пуш, 2021

Иртнĕ çулхи раштав пуçламăшĕнче Шупашкарти волонтерсен «Агровыбор» альянсĕ ĕçлеме тытăннă. Паянхи кун ун йышĕнче — 14-70 çулсенчи 830 яхăн çын. Вĕсен хушшинче ял хуçалăх министерствин ĕçченĕсем те, ял хуçалăх предприятийĕсен ертӳçисем те, АПК ветеранĕсем те, çамрăксем те.

Волонтерсен пулăшăвĕ нумай енлĕ. Тĕслĕхрен, «Аграрисем — ачасене» акци тăлăх тата нумай ачаллă çемьесене, «Агрозверополис» — килсĕр йытăсен приютне пулăшу кӳме май парать. «Агровыбор» акцие хутшăнакан волонтерсем лавккасене çӳресе палăртнă вăхăтран ытларах упранакан апат-çимĕçе тупса палăртаççĕ.

«Кунашкал акцисем Шупашкарта иртнĕ, тĕллев — ун пек таварсем пулмалла маррине пĕлтересси. Пĕрле эпир нумайрах ĕç пурнăçлаятпăр», — терĕ Сергей Артамонов «Агровыбор» акцин лайăх енĕсене палăртнă май.

Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Павел Семенов волонтерсем патне хулари Тĕкĕрç катине йĕркене кĕртес, пан улми аллейине çĕнетес шухăшпа тухрĕ.

«Çакă икĕ хулари волонтерсен çыхăнăвне тата çирĕплетĕ», — терĕ вăл.

Чăваш патшалăх аграри университечĕн ректорĕ Андрей Макушев та, ыттисем те çак шухăша ырларĕç, икĕ хула волонтерĕсен малашне тачă çыхăнса ĕçлесси пирки килĕшӳ турĕç.

www.hypar.ru Вера ШУМИЛОВА сăн ÿкерчĕкĕсем тата видео
 

Рубрика: 

Комментари хушас