Вăрлăх хатĕрлеççĕ
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/title/2021/02/curtrisem.jpg)
Республикăри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче çуртрисене хатĕрлеççĕ.
Россельхозцентрăн Чăваш Енри филиалĕнче ĕнер пĕлтернĕ тăрăх, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕ тĕлне 47,7 тонна хатĕрленĕ: планпа пăхнин 99 проценчĕ. Çав шутран кондицие ларнин хисепĕ – 82 процент. Пилĕк районта вара паха вăрлăх кирлинчен те ытларах. Хуçалăхсем халĕ çинее тăрсах вăрлăха тасатса алаççĕ. Ку ĕçре 140 звено вăй хурать.
Вера ЭВЕРККИ хатĕрленĕ. Agro.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас