Республикăра çураки вăй илет

4 Çу, 2018

Паян республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Комсомольски, Патăрьел, Елчĕк районĕсенчи ял хуçалăх ĕçченĕсем çуракине еплерех ирттернипе паллашрĕ.
Малтан “Комсомольски пахча çимĕçĕ” агрофирма” тулли мар яваплă общество хирĕнче çурхи культурăсенемĕнлерех акнипе кăсăкланчĕ.Çу уйăхĕн 4-мĕшĕ тĕлне хуçалăх çĕр улми 10 гектар лартнă. Вăрлăхпа пĕрле тăпрана минерал удобренийĕ, хими им-çамĕ варăнтараççĕ.Обществăн Кĕçĕн Каçал ялĕ çумĕнчи хирте 800 гектар.
– Çĕр улми лартма çу уйăхĕн 3-мĕшĕнче тухрăмăр, – паллаштарчĕ çурхи ĕçсемпе предприяти директорĕн çумĕ Марат Камальдинов. – Кишĕр 2-мĕшĕнче акма тытăнтăмăр,10 гектар акрăмăр. Пурĕ унăн лаптăкĕ тата хĕрлĕ кăшман 20-шер, купăста –10, çĕр улми 140 гектар пулать. Акара Данис Гайзатуллин, Искендер Насыбуллин, Лев Пудовкин, Фарит Купиров трактористсем, Валерий Поляков, Александр Муравьев водительсем ĕçлеççĕ. Çанталăк лайăх тăрсан çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче çĕр улми лартса пĕтеретпĕр.
Механизаторсен тракорĕсем çĕнĕ, хăвăрт ĕçлеççĕ. Хăйсенне акса пĕтерсен “Слава картофелю” обществăна пулăшасшăн.
Патăрьел районĕнчи “Исток” агрофирма” тулли мар яваплă общество акма çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче тухнă.
– Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем – 1200, çĕр улми – 200, сахăр кăшманĕ 300 гектар йышăнĕç, – терĕ предпряти ертÿçи Александр Илюткин. – Минерал удобренийĕ, дизтопливо-бензин, вăрлăх ака ирттерме çитет.
“Корма” агрофирма тракторĕсем хире çу уйăхĕн 3-мĕшĕнче тухнă.
– Ыран кунта урпа акатпăр, – пĕлтерчĕ общество директорĕ Иван Владимиров. – Пирĕн ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр пин гектара яхăн. Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене вăхăтра акса хăваратпăр.
ЧР Пуçлăхĕ Елчĕк районĕнчи “Победа” тулли мар яваплă общество хирне те çитсе çурхи ĕçсемпе паллашрĕ. Асăннă кун тĕлне кунта30 тонна вăрлăха хими препарачĕпе им-çамланă. Минерал удобренийĕпе кĕрхи культурăсене –100%, нумай çул ÿсекен культурăсене 498 гектарапатлантарнă.Нумай çул çитĕнекен культурăсене – 390, акмалли-лартмалли çĕре 200 гектарсÿреленĕ.
Çу уйăхĕн 3-мĕшĕ тĕлне“Комбинат” ЯХПК тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 420 гектар (69,6%), нумай çул çитĕнекен курăксене 100 гектар апатлантарнă. Кĕрхи культурăсене – 60, нумай çул ÿсекен курăксене – 307, акма çĕр 188 гектар сÿреленĕ тата10 гектар культивациленĕ.
Михаил Игнатьев хуçалăхсем акана лайăх пуçланине, хресченсем çурхи ĕçсене кĕске вăхăтра ирттерессишĕн тăрăшнине палăртрĕ.
 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас