Çĕр улми лартаççĕ

13 Çу, 2020

Патăрьел тăрăхĕнче хĕрсех çураки пырать. Çĕр ĕçченĕсем çурхи культурăсене, пахча çимĕç акаççĕ-лартаççĕ. Хальхи вăхăтра кунта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 9,5 пин гектар çинче акнă (70%) .

«Колос» агрофирма вара хĕвел çаврăнăшĕ 30 гектар йышăннă. Хуçалăхсенче севок сухан та 220 гектар акнă. Ку палăртнин çурри ытла пулать. «Исток» агрофирма сахăр кăшманĕ те туса илет. Кăçал унăн лаптăкĕ 150 гектартан кая мар пулмалла.

«Красное знамя», «Батыревский», «Исток» хуçалăхсенче çĕр улми лартаççĕ. Районĕпе вăл 960 гектар йышăнмалла. Хальлĕхе 100 гектар ытларах пур ĕнтĕ. Чылай хуçалăхра çурхисем акса пĕтернĕ. Чи малтан çак ĕçе М. Лаврентьева, А. Петров, Ф.Чабатов, Р.Мансуров тата ытти фермер хуçалăхĕсемпе «Патăрьел беконĕ», «Шанс» обществăсем, «Патăрьел» улма-çырла питомникĕ вĕçленĕ.

www.hypar.ru cap.ru сăн ÿкерчĕкĕсем.
 

Рубрика: 

Комментари хушас