Çу культури ытларах

3 Çĕртме, 2019

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура хирсенчи ял хуçалăх ĕçĕсем мĕнле пыни пирки вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов каласа кăтартрĕ.

Вăл пĕрчĕллĕ кĕрхи культурăсем йĕркеллĕ хĕл каçайманран, нумай пĕтнĕрен кăçал çуркунне малтан палăртнинчен 16,1% ытларах акма тивнине пĕлтерчĕ. «Çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕ тĕлне республикăри хуçалăхсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши çурхи культурăсене 224,6 пин гектар е планпа палăртнин 93,4% акнă — кĕрхисене пăсса çĕнĕрен акма тивнине шута илсе», — терĕ министр. Вăл кăçалхи ака ĕçĕсем пĕлтĕрхинчен маларах — 18,3 пин гектар чухлĕ — пынине палăртрĕ. Елчĕк, Патăрьел, Çĕрпÿ районĕсенче акнă лаптăксем пуринчен ытларах. Министр пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çум курăкран тасатассипе тата вĕсене сăтăрçăсенчен сыхлассипе çыхăннă ĕçсене, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, пысăкрах лаптăксенче пурнăçланине палăртрĕ.

Сергей Артамонов çу культурисене акасси 2018 çулти пĕтĕмĕшле кăтартуран та иртнине пĕлтерчĕ. «Хĕвел çаврăнăша, çу паракан йÿç кăшмана, йĕтĕне тата сойăна шута илсен çу культурисене 25,9 пин гектар акнă /çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕ тĕлне/. Çакă 2018 çулти пĕтĕмĕшле кăтартуран 1,5 хут нумайрах», — терĕ. Вице-премьер çĕр улми, ытти пахча çимĕçе лартас ĕç мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Шел, «иккĕмĕш çăкăра» кăçал, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, сахалрах лартнă. Унăн лаптăкне чакарни пирки регион Пуçлăхĕ пăшăрханса пĕлтерчĕ: «Ял хуçалăх таварне туса илекенсемпе тĕлпулусем ирттермелле, çак ыйтусене сÿтсе явмалла. Паллах, эпир çĕр улмине ытти культурăпа улăштаратпăр, вĕсем экспорта та ăсанаççĕ. Лаптăксене кун пек хăвăртлăхпа чакарса пырсан лавккасенче малашне урăх çĕртен кÿрсе килнĕ çĕр улми сутма пуçлĕç».

Республикăри 8 районта нумай çул ÿсекен курăка çулма пуçланă. Пĕтĕмпе 1280 гектар çулнă та ĕнтĕ, пĕлтĕр çак тапхăрта — 213 гектар. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи хуçалăхсенче сенаж хатĕрлеме тытăннă. Михаил Игнатьев выльăх апачĕ хатĕрлессипе çыхăннă ĕçсене вăраха ямалла маррине, унсăрăн унăн пахалăхĕ япăхланма пултарассине палăртрĕ.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Рубрика: 

Комментари хушас