Министрсен Кабинечĕн юнкун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕн кун йĕркинче ял хуçалăхне, яла пырса тивекен ыйту темиçе те пулчĕ. Хĕрӳ тапхăр, çур аки, çывхарать те — тимлĕх ăнсăртран мар.
Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать. Ял хуçалăх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсем акана хатӗрленеҫҫӗ. Кӗрхи культурăсем аван хӗл каҫни, аграрисем хатĕр пулни ҫурхи ӗҫсене 2-3 эрнерех пурнӑҫлама май парасса шанаҫҫӗ.
Юнкун Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче правительство ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансене ял туризмне аталантарма грантсем памалли йĕркене çирĕплетрĕ.
Туризм тенĕрен, ял ку енĕпе ĕçлет те ĕнтĕ. Улатăр районĕнче «Симĕс çаран» турбаза йĕркелемелли заявкăна РФ Ял хуçалăх министерстви ырланă. Çакăн çинчен ларура регион ертӳçи пĕлтерчĕ.