Сутлăхра трактор çук…
Министрсен Кабинечĕн юнкун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕн кун йĕркинче ял хуçалăхне, яла пырса тивекен ыйту темиçе те пулчĕ. Хĕрӳ тапхăр, çур аки, çывхарать те — тимлĕх ăнсăртран мар.
Çур акине хатĕрленес ыйтупа ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов сăмах илчĕ. Министр палăртнă тăрăх, çуркунне кăçал каярах юлса килет, юр нумай — вăл ака уйăхĕн варринче тин ирĕлсе пĕтĕ, çапах техника уя ака уйăхĕн пĕрремĕш декадинче тухма пултарĕ. Кĕрхи культурăсен калчисем лайăх хĕл каçнине министр пулас тыр-пул никĕсне хывни тесе хакларĕ. Çур аки валли вăрлăх çителĕклĕ, унăн 87% кондициллĕ. Минерал удобренисем республикăна 22,7 пин тонна кирлĕ, пысăк пайне хуçалăхсем хатĕрленĕ ĕнтĕ, ытти те килет. Тăпрана извеçлес тĕлĕшпе пысăк ĕç пурнăçламалла — 10 гектара «шуратмалла». Сергей Геннадьевич анасене извеçлессипе çыхăннă тăкаксен пысăк пайне патшалăх саплаштарнине çирĕплетрĕ, çавăнпа та хуçалăхсене тăпра йӳçеклĕхне чакармалли çак майпа усă курма чĕнсе каларĕ.
Çунтармалли-сĕрмелли материалсем тĕлĕшпе чăрмавсем çук. Министерство «Татнефть» компание çак тапхăрта ял хуçалăх предприятийĕсем туянакан бензин-солярка хакне 10% чакарма ыйтупа тухнă. «Иртнĕ çулсенче компани пирĕн çак ыйтăва тивĕçтерекенччĕ, кăçал та çаплах пуласса шанатпăр», — терĕ аграри ведомствин ертӳçи. Техника та хатĕр. Чăн та, Сергей Артамонов кăçал хуçалăхсем çĕнĕ техника туянасси тăруках чакнине пăшăрханса палăртрĕ. Тракторсем те, ытти ял хуçалăх техники те иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен сахалрах туяннă. Туянас тесен те — «тракторсем çук…»
Ял хуçалăхĕ валли кăçал патшалăх 3,6 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă. Аграрисем маларах илнĕ кредитсене тавăрса парассине каяраха куçармалли майпа усă курма пултараççĕ. Çак ресурссем, иккĕленмест Сергей Артамонов, çур акине кĕске вăхăтра ирттерме çителĕклĕ. Олег Николаев уйăракан укçана хуçалăхсене вăхăтра çитерес тĕлĕшпе тимлĕ пулмалли пирки асăрхаттарчĕ. Тунтикунхи планеркăра банксем кредитсене тавăрса парассине каяраха куçарма ыйтакан хуçалăхсене «хура списока» кĕртесси çинчен калаçу пулнăччĕ. Олег Алексеевич çав ыйту патне таврăнчĕ, банксен представителĕсемпе прокуратурăна явăçтарса канашлу ирттересси çинчен пĕлтерчĕ. «Кашни тĕслĕхе уйрăммăн тишкерĕпĕр…» - терĕ вăл Президент йышăнăвĕпе палăртнă кредит каникулĕшĕн «хура списокпа» юнама юраманнине палăртса.
Комментари хушас