Ял хуçалăхĕ

«Хур тислĕке хулăн — пулмĕ кĕлет пушă» каларăш паянхи куншăн епле çивĕч! Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен пулăхлăхĕ вырăн-вырăнпа пачах япăххи çапла калама хистет. Тĕп сăлтавĕ — çĕре органика им-çамĕ çителĕксĕр сапни е пусă çаврăнăшне тĕрĕс йĕркелеменни. Çакна Раççей ял хуçалăх надзорĕ пĕлтĕр çĕршывĕпех ирттернĕ тĕпчевсем çирĕплетеççĕ.

Тĕрлĕ çул-йĕрпе утса пăхнă вăл. Халĕ хăйне ял хуçалăхĕнче тупнă. «Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ, уйрăммăн илсен – ĕне, качака усраса сĕт туса илни пĕрчĕллĕ, пăрçа йышши культурăсемпе пахча çимĕç ÿстернинчен тухăçлăрах», — тет вăл. Сăмахăм «Белкофф» тулли мар яваплă обществăн ертÿçи Олег Толстов пирки.

Авăн уйăхĕн 4–6-мĕшĕсенче Мордва Республикинче машинăпа ĕне сăвакан операторсен Пĕтĕм Раççейри конкурсĕ иртрĕ.

Вĕсен сад пахчине кĕрсен джунглие лекнĕ пекех туйăнать. Миçе тĕрлĕ ÿсен-тăран, йывăç-курăк, чечек ешермест-ши унта? Инжир, женьшень, иçĕм çырли, груша, клематис, персик... Ĕненетĕр-и: вĕсем Муркаш районĕнчи Хорнуй ялĕнче çитĕнеççĕ. Мĕнле майпа тетĕр-и? Çемье пуçĕ Александр Ванюшкин пахчинче малтан çĕр улмипе купăста çеç ÿстернĕ, халĕ вара унта вун-вун тĕслĕ улма-çырла, ÿсен-тăран çитĕнет.

Pages

Subscribe to Ял хуçалăхĕ